02 марта 2012 г.
Чăваш Енре пурăнакансем, 40 çултан сахал мар ĕç стажĕллĕ хĕрарăмсем тата ĕç стажĕ 45 çулпа танлашакан арçынсем, 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят илме ирĕк илчĕç. Пирĕн районта хальлĕхе "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята 95 çын тивĕçнĕ.
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев ялсенче пулса хисеплĕ ята тивĕçнисене савăнăçлă лару-тăрура ятарлă удостоверени панă. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, анчах темле сăлтавпа "Ĕç ветеранĕ" ята илеймен ватăсем республика тата район ертÿçисене чĕререн тав тунă.