02 марта 2012 г.
ПĔлтĔр, декабрĕн 30-мĕшĕнче, пирĕн çемьене пысăк инкек килсе çапрĕ – кил-çуртра пушар тухрĕ. Инкек пирки тÿрех Шăмăршăри пушар чаçне шăнкăравласа пĕлтертĕмĕр.
Пушар чаçĕн ятарлă автомашини Ярăслава кĕске вăхăтрах килсе çитрĕ, пушарниксем тÿрех çулăма сÿнтерме пуçларĕç. Вĕсем вута сарăлма, ăна пÿртрен тухма памарĕç – çийĕнчех сÿнтерчĕç.
Пирĕн пата кĕске хушăрах çитнĕшĕн, вут-çулăмпа кĕрешнĕ чухне профессилле ăсталăх кăтартнăшăн А.Фомин ертсе пыракан районти пушар чаçĕн ĕçченĕсене чĕререн тухакан сăмахсемпе тав тăватпăр. Вĕсен тăрăшулăхне пула çурт ытлашши çунса сиенленмерĕ, шалтан юсаса илемлетнĕ хыççăн халĕ каллех пурăнма юрăхлă пÿрт пулса тăчĕ.
Пÿрте юсаса çĕнетме пулăшнăшăн хамăрăн тăвансене, кÿршĕсене, шалти ĕçсене тума хутшăннă мĕн пур çынна ăшшăн тав тăватпăр, пурне те ырлăх-сывлăх, пурнăçра тулли телей, ăнăçу сунатпăр.
Страховани укçине кĕске вăхăтрах тÿлесе татнăшăн Росгосстрахăн Шăмăршăри филиалĕн коллективне (руководителĕ Ю.Угарин), строительство материалĕсем парса пулăшнăшăн хамăрăн тăвансене, кÿршĕсене, шалти ĕçсене тума хутшăннă мĕн пур çынна чĕререн тав тăватпăр.
Ефимовсен çемйи.
Ярăслав ялĕ.
ххх
"ВАТЛĂХ пăхнăшăн куçран питĕ хытă ан хурлан", – тесе юрлаççĕ радиопа. Анчах та ватăлнăçемĕн пурнăç кичемленсе, йывăрланса пырать-çке-ха. Ытларах хамăрăн чирсем çинчен калаçатпăр. Унтан ыратать, кунтан чикет... Больницăна çÿреме пуçлатпăр, тухтăрсенчен пулăшу ыйтатпăр.
Çапла эпĕ иртнĕ кунсенче районти тĕп больницăна кайрăм. Тухтăр, манăн сывлăха тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн, эмелсем çырса пачĕ. Вара тÿрех аптекăна çул тытрăм. Эмелсемшĕн темиçе пин тенкĕ тÿлемелле иккен. Укçа çитнĕ таран туянтăм, ыттисене ялти аптекăран илĕп, терĕм. Ман хыçра черетре тăракан çамрăк çын çакна илтнĕ. Вăл аптекарь патне пычĕ те, мана кирлĕ ытти эмелсемшĕн те укçа тÿлерĕ, вĕсене алăранах тыттарчĕ.
– Хăçан та пулсан ман аннен укçи çитмесен, ăна та çапла пулăшчĕр, – терĕ каччă. Хăйĕн пирки ыйтсан, "Эпĕ – Саша, Шăмăршăсем, Мускава ĕçлеме çÿретĕп", – хуравларĕ йăл! кулса.
Эпĕ палламан Сашăна ырă кăмăллă, ăшă чунлă пулнăшăн хаçат урлă чĕререн тав тăватăп. Пурнăçра, ĕçĕнче ăнăçу, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп. Сана пурнăçунта Турă пулăшса пытăр, Саша!
Чунтан хисеплесе – Галина аппу, ĕç ветеранĕ.
Пăчăрлă Пашьел ялĕ.
ххх
Ялти çыншăн ĕнерен хаклăрах выльăх çук та пулĕ. Вăл ĕлĕкренпех çемьешĕн çăлăнăç пулнă, выçлăх вăхăтĕнче унăн юр-варĕ нумай çынна вилĕмрен çăлăнса юлма пулăшнă. Пирĕншĕн те çак выльăх картиш пуянлăхĕччĕ. Анчах та инкек килсе кĕчĕ пирĕн киле, ĕне вилчĕ. Юрать-ха Госстрахăн Шăмăршăри уйрăмĕн агенчĕ Алефтина Петрова ăна страхланăччĕ. Çавăнпа та ăна тата Ю.В. Угарин начальника чĕререн хаçат урлă тав тăватпăр.
Ырă çынсен ĕçĕсем ăнса пыччĕр, сывлăхпа çÿреччĕр.
Сергей ЛОКТИН.