02 марта 2012 г.
АСЛĂ Отечествăлла вăрçă хыççăнхи çулсем ачасемшĕн те йывăр килчĕç. Ярăслав ялĕнче çуралнăскер, 1945 çулта пĕрремĕш класа кайрăм. Пиллĕк паллăсемпе кăна вĕренсе пыраттăм. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех, бригадир хушнипе, ĕнесем кÿлсе ял тăрăх кĕл, чăх-чĕп каяшĕ пухаттăмăр. Кĕлте турттарнă çĕрте те сахал мар ĕçленĕ: аслисем ывăтса панă кĕлтесене лавсем çинче майлаштарса вырнаçтараттăмăр. Мана ытларах Геннадий Петрович Ильин колхозникпа ĕçлеме тиветчĕ. Ырă кăмăллă çынччĕ вăл, нихăçан та вăрçмастчĕ, вĕрентсе-кăтартса паратчĕ. 1950 çулта икĕ вăкăр кÿлсе сÿрелеме тухни те асрах. Вăл вăхăтра бригадир пулса Иван Кириллов ĕçлетчĕ. Николай Якушов (Васан) молотилкăпа, Дмитрий Ефимов полуторка текен автомашинăпа ĕçленине те манман. Ялти ăстаçăсемччĕ вĕсем, молотилкăна автомашинăпа ĕçлеттерме май тупнăччĕ.
1957 çулхи кĕркунне салтака кайрăм. Унта та чăваш ятне ямарăм. Çулталăкран отделени командирĕ туса хучĕç. Киле вара Мухтав грамотипе таврăнтăм.
Эпир, 1937 çулта çуралнисем, сахал мар нуша тÿснĕ. Ялта халĕ çак ÿсĕмрисенчен И.Ильин тата эпĕ çеç тăрса юлтăмăр. Иван Николаевич "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ята та тивĕçрĕ.