02 марта 2012 г.
– Хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх усрамасăр мĕнле пурăнайăн; – тет Энтĕрьелĕнчи Н.Харитонов.
Ахальтен çапла каламасть ĕнтĕ вăл: вĕсен картишĕ нихăçан та пушă тăман, çавна май килте аш-какай, сĕт-çу, çăмарта яланах çителĕклĕ пулнă. Ашшĕ-амăшĕн хавалĕ Николая та куçнă. Çемьеллĕ пулса çурт-йĕр çавăрсан çĕнĕ çемье те йышлă выльăх усрама тытăннă. Мăшăрĕ Елена та, Кахăрлă Шăхалĕнчи ĕçчен çемьере çуралса ÿснĕскер, унăн шухăшне хаваспах йышăннă.
Елена Михайловнăпа Николай Николаевич паян икĕ ĕне, пĕр пушмак пăру тата çамрăк пăру тытаççĕ. Çитес вăхăтрах çемье йыш татах хутшăнасса кĕтет: пĕр ĕни пăруламалла-мĕн.
Харитоновсем ăратлă ĕнесем çеç усраççĕ, вĕсем сĕт нумай антараççĕ. Çуллахи вăхăтра талăкра çирĕмшер килограмм ытларах та. Ытлашши продукцие сая яраймăн-вĕт: сĕт сутсах самаях тупăш курма пулать. Шел, хакĕ çеç пĕчĕкрех...
Ĕнен сĕчĕ – чĕлхи çинче. Çавна май çу каçипех выльăх апачĕ хатĕрлеме тивет. Хăйсен пай çĕрĕ пулманран, тĕрлĕ курăка çырма-çатра таврашĕнче, çул хĕрринче çулса типĕтеççĕ, çитеймен утă-улăма та малтанах туянса хураççĕ.