07 марта 2012 г.
ВЫРСАРНИ КУН – мартăн 4-мĕшĕнче – Раççей халăхĕ çĕнĕ Президент суйланă. Çĕр-шыва ултă çул хушши Владимир Владимирович Путин ертсе пырĕ.
Сасăлава списока кĕртнĕ суйлавçăсен 65,3 проценчĕ хутшăннă.
Малтанласа палăртнă тăрăх В.В. Путиншăн суйлавçăсен 63,75 проценчĕ, Г.А. Зюгановшăн 17,19 проценчĕ, М.Д. Прохоровшăн 7,82 проценчĕ, В.В. Жириновскийшĕн 6,23 проценчĕ, С.М. Мироновшăн 3,85 проценчĕ сасăланă.
х х х
Чăваш Республикинче Раççей Президенчĕн суйлавне списока кĕртнĕ суйлавçăсен 73,65 проценчĕ хутшăннă. Суйлавçăсен 62,32 проценчĕ В.В. Путиншăн, 20,58 проценчĕ Г.А. Зюгановшăн, 5,65 проценчĕ В.В. Жириновскийшĕн, 5,52 проценчĕ М.Д. Прохоровшăн, 4,44 проценчĕ С.М. Мироновшăн сасăланă.
В.В. Путин чи нумай сасă Тăвай (78,93 проц.), Елчĕк (75,13 проц.), Шăмăршă (75,02 проц), Улатăр (74,87 проц.), Патăрьел (71,53 проц.) районĕсенче пухнă.
х х х
Шăмăршă районĕнче РФ Президенчĕн суйлавĕ пысăк йĕркелĕхпе иртнĕ. Суйлава списока кĕртнĕ суйлавçăсен 89,44 проценчĕ хутшăннă. Сасăсем çапла пайланнă:
В.В. Путиншăн – 75,02 проц.;
Г.А. Зюгановшăн – 16,08 проц.;
В.В. Жириновскийшĕн - 2,62 проц.;
М.Д. Прохоровшăн – 2,32 проц.;
С.М. Мироновшăн – 2,17 проц.
Мартăн 4-мĕшĕнче районта çавăн пекех хăш-пĕр ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, район тата ял Пухăвĕсен депутачĕсене те суйланă. Суйлавçăсем Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма В.М. Шумилова, Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма Ю.В. Ильина, пĕр мандатлă 1-мĕш номерлĕ Лесхознăй суйлав округĕпе район Пухăвĕн депутачĕ пулма А.В. Денисова, пĕр мандатлă 13-мĕш номерлĕ Васан суйлав округĕпе район Пухăвĕн депутачĕ пулма Ю.А. Старшова, пĕр мандатлă 2-мĕш номерлĕ Буяновский суйлав округĕпе Васан ял поселенийĕн депутачĕ пулма С.М. Ефимована шаннă.