Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тав тума ан манăр аннĕре...

07 марта 2012 г.

ВУН САКĂР çул иртрĕ анне вăхăтсăр çĕре кĕнĕренпе. Маншăн вăл халĕ те чĕрĕ пек туйăнать: илемлĕ, ырă, ĕçчен, ачисемшĕн хыпса çунаканскер. Хăçан та пулин канма пĕлетчĕ-ши вăл; Вăрçă çулĕсенче – вун тăваттăра-вун пиллĕкре – фермăра ĕçленĕ, уй-хирте вăй хунă, вăкăрпа суха тунă... Вăрçă хыççăн колхоз ĕçĕнчен нихăçан та юлман.

Ултă ача çуратса ÿстернĕ аттепе анне, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Эпир вĕсем умĕнче – ĕмĕр парăмра.

Ан ÿпкеле мана, вулаканăм, сăмахăма хамăн анне пирки пуçарнăшăн. Çак çутă тĕнчере аннерен хакли урăх никам та çук та, çырмасăр чăтаймарăм...

Айăплă эпĕ сан умăнта, санпа чуна уçса калаçма та вăхăт тупайман. Уявсенче саламлама та маннă, тепĕр чух, тен, тÿрккес те калаçнă пуль. Халĕ эсĕ çук та, чĕрен пĕр татăкне касса илнĕнех туйăнать. Каçар, аннеçĕм...

Ман пек шăпаллисем, паллах, тем чухлех. Аннесем чĕрĕ-сывă чухне хамăра çуратнăшăн, юратнăшăн, чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн тав тума манатпăр. Анне яланах пирĕнпе пулĕ тетпĕр пуль çав, вĕсен Турă панă кунĕ шутлă пулнине аса та илместпĕр.

Мĕн ыраттарать-ха анне чĕрине; Чăн малтан, паллах, ачисем кÿрентерни. Пĕр-пĕр усал ĕçпе çеç мар, сăмахпа та амантатпăр анне чĕрине. Тепĕр чух вăл е ку сăмах аннене кÿрентерме пултарни пирки шутламастпăр та, унăн чĕри хавшакки çинчен манатпăр.

Хаçат корреспонденчĕн тĕрлĕ шăпаллă çынсемпе тĕл пулма тивет. Акă çак кунсенче çеç-ха Шăмăршăра пурăнакан пĕр пенсионерка манпа урамра чылайччен калаçса тăчĕ.

Кинĕ хăйне усал сăмахсемпе кÿрентернĕшĕн чунтан пăшăрханать вăл, ывăлĕ те арăмне хÿтĕлет иккен.

"Хамăн пенси укçине пĕр пус хăвармасăр вĕсене парса пытăм. Юлашки уйăхăнне памарăм та – сивĕ куçпа пăхма пуçларĕç, – куççуль витĕр калаçрĕ ватă хĕрарăм. – Манăн пурăнмалли нумай юлман, тирпейлесе пытарма япаласем туянасшăнччĕ. Çук, çак укçана та шыраса тупнă вĕсем, пĕр тенкĕ те хăварман..."

Ваттисен çуртĕнчи тĕл-пулу та чĕререн тухмасть. Ачисем хăйсен амăшне кунта килсе янă та, пырса та курмаççĕ-мĕн. Ватă хĕрарăм çав тери хытă хуйхăрать. Мăнукĕсем валли кучченеç те туянса хунă вăл, никамран парса яраймасть.

"Пĕтĕм пурнăçăм нушаллă иртрĕ, – ассăн сывларĕ карчăк. – Ашшĕ çамрăклах çĕре кĕчĕ те, виçĕ ачана пĕччен пăхса ÿстертĕм. Çĕтĕк çÿретмен, выçă лартман. Халĕ ватăлтăм та, ытлашши çын пулса тăтăм..."

Эй, çынсем, тăванăмсем! Мĕншĕн çав таранччен пархатарсăр-ха эпир, мĕншĕн çав таранччен хытă чĕреллĕ; Турăран та, çын сăмахĕнчен те хăрамастпăр, тăван аннесене сума сумастпăр. Вĕсем вара пире чÿречерен куç илмесĕр кĕтеççĕ, пирĕншĕн пăшăрханаççĕ, йывăр килсен пулăшма васкаççĕ.

"Тав тума ан манăр аннĕре,

Пăр пек сивĕ ан пултăр чĕре",

– тенĕччĕ пĕр сăвăç. Хамăра пурнăç панăшăн, юратнăшăн, телей пилленĕшĕн аннесене тав тăвар. Пуç тайса, чунтан хисеплесе чыслар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика