07 марта 2012 г.
Ял çыннисен канăвне усăллă тата профессилле ăсталăхпа йĕркелесси – культура ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ. 2011 çулта районти культура учрежденийĕсенче Чăваш Республикин Президенчĕн М.В. Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе ("Çамрăксен шанмалла!"), "Шăмăршă районĕн культури: 2011-2020 çулсем" тĕллевлĕ программăпа, ЧР Президенчĕн "Чăваш Республикинче ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен" Указĕпе, РФ Президенчĕн "Космонавтика çулĕ" çинчен калакан Указĕпе, Чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн 100 çулхи юбилейĕпе çыхăннă мероприятисем тĕп вырăн йышăннă.
Пĕлтĕр районти культура потенциалне, истори, тĕрлĕ наци халăхĕсен йăли-йĕркине упраса хăварас, вĕсене малалла аталантарас тĕлĕшпе сахал мар ĕçленĕ культура ĕçченĕсем. Хальхи вăхăт ыйтнă пек çĕнĕ формăллă, интереслĕ те чылайлăха асра юлакан мероприятисем йĕркелес енĕпе те нумай тăрăшнă. Халăх пултарулăхĕн, культурăпа кану, библиотека ĕçĕн ырă йăлисене малалла аталантарнă.
Хальхи вăхăтра районта культура сферинче 32 учреждени ĕçлет. Çав шутран 16-шĕ – культурăпа кану (клуб) учрежденийĕсем, 13-шĕ – поселенисен библиотекисем, 2-шĕ – музейсем, пĕри – Ача-пăча искусство шкулĕ.
Клуб учрежденийĕсем – кану центрĕсем
Районти клуб учрежденийĕсенче илемлĕ пултарулăхăн тĕрлĕ кружокĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ: хор, ташă, фольклор, театр, вокал, ал ĕç ăсталăхĕн тата ытти интерес клубĕсем.
Пуянкассинчи хор тата "Ахаяс" фольклор коллективĕсем, Карапай Шăмăршăри "Шăнкăрав" фольклор коллективĕ, Чукалти арçынсен, Анат Чаткасри хĕрарăмсен вокал ансамблĕсем, Кивĕ Чукалти арçынсемпе хĕрарăмсен вокал ушкăнĕ, Палтиелĕнчи Долговсен çемье ансамблĕ уйрăмах пысăк ăсталăхпа палăрса тăнине, ял-йыша илемлĕ юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа савăнтарнине, районти тĕрлĕ фестивальсенче те интереслĕ, чуна тыткăнлакан программăсем кăтартнине асăнса хăвармалла.
Районти культурăна аталантарма 2011 çулта 9.909, 6 пин тенкĕ уйăрнă пулнă, çав шутран ĕç укçи тÿлеме – 3.442,1 пин тенкĕ (2010 çулта 3.047,7 пин).
Ялсенчи культура учрежденийĕсене модернизацилемелли Президент программипе килĕшÿллĕн, районти 13 библиотекăна тата 3 клуб учрежденине модернизациленĕ ("Шăмăршă районĕн культура аталанăвĕн центрĕ" тата Пуянкассинчи, Карапай Шăмăршăри культурăпа кану центрĕсем).
Клубсен сетьне модернизацилени культурăпа кану мероприятийĕсен пахалăхне ÿстерме, тÿлевлĕ пулăшусен кăтартăвĕсене лайăхлатма май парать. Асăннă 3 клуб учрежденине хальхи сасăпа çутă, видеопроекци, аппаратурипе компьютер техникипе, сцена костюмĕсемпе тивĕçтернĕ.
Районти культурăпа кану (клуб) учрежденийĕсенче, ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, тĕрлĕ уявсем, театрализаци представленийĕсем, смотрсемпе фестивальсем, конкурссем, концертсемпе спектакльсем, куравсем, дискотекăсем, тематикăллă каçсем, портрет-каçсем тата ытти мероприятисем иртеççĕ. Паллах, культура работникĕсем вĕсен пахалăхĕ паянхи куна тивĕçтертĕр тесе тăрăшаççĕ.
Халăх йăли-йĕркине упрас, ăна илемлĕх мелĕсемпе пуянлатса сцена çине кăларас тĕлĕшпе районти фольклор коллективĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Фольклор ĕçне ачасене тата çамрăксене явăçтарни те халăх йăли-йĕркине малалла тăсса пырассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Районти пултаруллă художество коллективĕсем кашни çулах Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" фестивале хутшăнаççĕ. Халăх пултарулăхĕн 2011 çулта иртнĕ XIX фестивалĕнче район чысне Пуянкассинчи "Ахаяс" фольклор коллективĕ хÿтĕлерĕ. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Федотова ертсе пыракан çак коллектив халăх пултарулăхĕн республикăри "Чăваш ахах-мерченĕ" фестивалĕн лауреачĕн ятне çĕнсе илсе хăйĕн сцена ăсталăхне Ульяновск хулинчи Акатуйра кăтартрĕ. Çавăн пекех Васанти культура çурчĕн илемлĕ сасăллă солистки Нина Алякина регионсем хушшинчи "Ай, юрлар-и;" конкурсра – вăл Шупашкарта иртнĕ – пысăк ăсталăх кăтартса I степень Диплома тивĕçнине те палăртма кăмăллă.
Районти илемлĕ пултарулăх коллективĕнчен 6-шĕ "Халăх коллективĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Вĕсем – Шăмăршăри арçынсен тата хĕрарăмсен халăх хорĕсем, халăх театрĕ, ачасен "Антонина" халăх ташă ансамблĕ, Виçпÿрт Шăмăршăри "Сурпан" халăх фольклор ушкăнĕ тата Васанти музей çумĕнчи ачасен "Мерчен" халăх фольклор коллективĕ.
Уйрăмах халăх театрĕн ĕç-хĕлне лайăхпа асăнас килет. Вăл хăйĕн спектаклĕсене Шăмăршăра кăна мар, ытти ялсенче те кăтартрĕ. Пултаруллă коллектив 2011 çулта "Яланах театр" республика конкурсĕнче "Чи лайăх поэзи театрĕ" номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илни, Владимир Павловпа Федор Малов "Чи лайăх артист" номинацире мала тухни халăх театрне чыс кÿрет.
Халăх коллективĕсем хушшинче çавăн пекех ачасен "Антонина" ташă ансамбльне те ырăпа асăнмалла. Вăл пĕлтĕр ачасен "Хускану тата хавхалану" республика смотр-конкурсĕнче "Эстрада ташши" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Ял поселенийĕсен территорине илемлетессипе йышăннă пилотлă проектпа килĕшÿллĕн, пĕлтĕр Чукалти культура çуртĕнче тата Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче (Культура керменĕнче) юсав ĕçĕсем ирттернĕ.
Культурăпа кану учрежденийĕсем пурлăхпа техника тĕлĕшпе хальлĕхе пуянах мар-ха. Ялсенчи чылай клуб учрежденине ятарлă тата профильлĕ оборудованипе, хальхи çутă-сасă аппаратурипе тивĕçтермен. Культура учрежденийĕсем валли компьютер техники, хальхи сцена костюмĕсем, сцена чаршавĕсем туянмалла.
Клуб учрежденийĕсене ятарлă пĕлÿллĕ кадрсемпе тивĕçтересси çулран-çул çивĕч проблема пулса тăрать. Культурăпа кану профилĕпе ĕçлекен 28 çынран 8-шĕ – аслă, 10-шĕ – профессилле вăтам пĕлÿ илнĕ. 10 çыннăн ятарлă пĕлÿ çук.
Республикăри культура вĕренÿ заведенийĕсенче районти шкулсен 11 выпускникĕ пĕлÿ пухать. Çак студентсем Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, Чăваш патшалăх университечĕн культурологи уйрăмĕнче, культурăпа искусство институтĕнче, культура училищинче, педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультетĕнче вĕренеççĕ. Диплом илнĕ хыççăн районти культура учрежденийĕсене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе вĕсемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме палăртнă.
Информацин çĕнĕ технологийĕсене – анлă çул
Çынсем библиотекăна пурнăçри тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем илме килеççĕ. Библиотека – кĕнекесемпе паллаштаракан тата информацин çĕнĕ технологийĕсемпе ĕçлесе пыракан центр. Ял çыннисенчен пĕрисем библиотекăна килсе хăйсене килĕшекен кĕнекесем суйласа илеççĕ, теприсем вулав залĕнче тĕрлĕ хаçат-журнал вулаççĕ (изданисен хакĕ пĕчĕкех пулманнине шута илсе, вĕсене библиотекăсем пĕр тикĕс çырăнса илме тăрăшаççĕ), виççĕмĕшсем компьютер технологийĕсемпе усă курса, библиотекарьсем пулăшнипе тĕрлĕ енлĕ информаци илеççĕ... Библиотека ĕçченĕсем кашни çынна ăшшăн кĕтсе илме, вулакансен ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Районти библиотекăсен фончĕсенче хальхи вăхăтра пурĕ 185 пин те 208 экземпляр кĕнеке упранать. Шел, ял поселенийĕсен библиотекисене çĕнĕ изданисемпе пуянлатасси начар пырать. Кăçал ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен çак çивĕч ыйтупа ытларах ĕçлемелле. 2011 çулта кĕнекесем туянма вырăнти бюджетран 69,1 пин тенкĕ, федераллă бюджетран 162 пин тенкĕ уйăрнă пулнă.
2012 çулхи пĕрремĕш çур çул валли библиотекăсем 77 экземпляр хаçат-журнал, пурĕ 18 пин те 745 тенкĕлĕх, çырăннă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, çак цифра чылай пĕчĕкрех (2011 çулхи пĕрремĕш çур çулта библиотекăсем пурĕ 127 экземпляр, 31 пин 998 тенкĕлĕх çырăнса илнĕ пулнă).
Хальхи çамрăксем хăйсен пушă вăхăтне компьютер умĕнче ирттерме юратаççĕ. Тĕрлĕ кĕнекесем суйланипе е компьютерпа усă курса право темипе, е вĕренÿ программипе информаци илнипе пĕрлех, çамрăксем библиотека фондĕнчи интереслĕ дисксемпе те паллашаççĕ, Интернет сайчĕ урлă тĕрлĕ ял-хулари юлташĕсемпе çыхăнаççĕ.
Интернетпа усă курса, ял çыннисем халĕ Раççейри чи çĕнĕ изданисемпе паллашма, вĕсене вулама пултараççĕ.
Библиотекарьсем тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене библиотекăна явăçтарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсем ял поселенийĕн администрацийĕпе, шкулпа, клуб тата медицина учрежденийĕсемпе, правăна сыхлакан органсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Пĕрлехи вăйпа тăрăшни тĕрлĕ енлĕн ĕçлесе пыма май парать (халăха информаципе право пĕлĕвĕ парасси, сывă пурнăç йĕркисене пропагандăласси, ачасене Тăван çĕр-шыва, çуралнă тавралăха юратма, ăшă чун-чĕреллĕ пулма вĕрентесси тата ытти те).
Çынсене кĕнеке вулама явăçтарас, библиотекăпа вулакан хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе библиотека ĕçченĕсем тĕрлĕ формăллă мероприятисем ирттереççĕ. Ку вăл – литература сехечĕсем, портрет-каçсем, кĕнекесен тишкерĕвĕсем, илемлĕ вулакансен конкурсĕсем, çĕнĕ кĕнекесен выставкисем, писательсемпе поэтсем юбилейĕсене халалланă мероприятисем тата ытти те.
Унчченхи каталогсем çумне халĕ электронлă йышши те хутшăннă. Электронлă каталог районти, республикăри тата Раççейри библиотекăсенчи кĕнекесен фончĕсемпе те паллашма май парать.
ИРБИС системăра вара - электронлă базăсем ("Статьясем", "Раççейри пресса", "Чувашика" (республикăри прессăри статьясем"), "Паллă датăсен календарĕ", "Вулакансем" тата ытти те). 2011 çулта библиотекăсен компьютерĕсене çак программăн çĕнĕ версине (ИРБИС 64, вырнаçтарнă. Анчах та Чукалти, Пуянкассинчи, Васанти тата Карапай Шăмăршăри библиотекăсенчи компьютер техники кивелсе çитнĕ май, ку программăна лартма май килмен.
Халăхăн культурăлла канăвне йĕркелес тĕлĕшпе Шăмăршăри, Пунякассинчи, Васанти, Анат Чаткасри, Палтиелĕнчи, Кивĕ Чукалти, Пăчăрлă Пашьелĕнчи тата Асанкассинчи ял библиотекисем уйрăмах ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртмалла. Çак библиотекăсенчи интерессен клубĕсем нумай çул ĕнтĕ ял халăхĕшĕн питĕ усăллă ĕç тăваççĕ.