07 марта 2012 г.
Ĕмĕр асра тытма
Пирĕн район çыннисем Чăваш халăх писателĕн, хамăр районти Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿснĕ Илпек Микулайĕн ятне, унăн çутă та пархатарлă сăнарне яланах асра тытаççĕ.
Илпек Микулайĕн ятне ĕмĕрлĕхех çирĕплетсе хăварас тĕллевпе, Чăваш АССР Министрсен Совечĕн постановленийĕпе никĕсленсе, çак кунсенче Шăмăршăри "Сельскохозяйственная" урама Н.Ильбеков ятне панă.
В.БОНДАРЕВ.
(Январĕн 9-мĕшĕ).
Районти ăуллахи II Олимп вăййисене тĕплĕн хатĕрленер
Кăçалхи майăн 29-30-мĕшĕсенче районти çуллахи иккĕмĕш Олимп вăййисем пулса иртеççĕ. Вĕсене ССР Союзне туса хунăранпа 60 çул çитнине халаллаççĕ.
Олимп вăййисене колхозсемпе совхозăн, предприятисемпе учрежденисен, организацисен, шкулсен пĕрлештернĕ командисем хутшăнĕç.
И.КОРНЯКОВ.
(Февралĕн 9-мĕшĕ).
Чăваш музыкин кунĕсем
ЧĂВАШ АССРĕнчи композиторсен союзĕ, КПСС райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕ тата райсовет ĕçтăвкомĕн культура пайĕ пуçарнипе кăçалхи мартăн 25-27-мĕшĕсенче районта Чăваш музыкин кунне ирттерчĕç. Ăна ССР Союзне туса хунăранпа 60 çул çитнине халалланăччĕ.
Чăваш музыкин кунĕсене ирттерме района СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ, РСФСР халăх артисчĕ Г.Хирпÿ композитор, РСФСРискусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ Т.Фандеев композитор, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕсем М.Денисовпа Т.Чумакова тата ыттисем килнĕ. Чăваш АССР телевиденипе радиовещани патшалăх комитечĕн хорĕ пысăк концерт кăтартрĕ.
П.ИВАНОВ.
(Мартăн 28-мĕшĕ).
Юратчĕр ачасем тăван çĕре
РАЙОНТИ шкулсенче 9 производство бригади йĕркеленĕ. Вĕсене пурĕ 4925 гектар çĕр çирĕплетсе панă. Пĕлтĕр вĕсем 173 гектар çĕр улми, 165 гектар тĕштырă, 75 гектар чĕкĕнтĕр, 13 гектар купăста акса-лартса ÿстернĕ. Вĕренекенсем вуншар пуç пăру, сысна çурисем, кроликсем çитĕнтернĕ.
Производство бригадисене 6 трактор, 5 комбайн, 3 автомашина тата ытти ял хуçалăх машинисем çирĕплетсе панă.
Г.БАБОЧКИН.
(Майăн 15-мĕшĕ).
Хисеп грамотипе наградăланă
ĔÇÇЫННИСЕНЕ коммунизмла воспитани парас, вĕсене хуçалăхпа культура строительствин задачисене пурнăçлама мобилизацилес тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн тата пĕрремĕш номер тухнăранпа 50 çул çитнĕ май Шăмăршă районĕнчи "Коммунизм çулĕ" хаçата Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
(Августăн 6-мĕшĕ).
Ирттерсе тултарнă
РАЙОН патшалăха тырă сутмалли кăçалхи плана ирттерсе тултарни çинчен рапортларĕ. Тăван çĕр-шыв пÿлмине 6950 тонна вырăнне 7835 тонна паха тырă леçрĕ.
И.ЖУРАВЛЕВ.
(Сентябрĕн 9-мĕшĕ).
Срокчен
"ЛЕНИНСКАЯ Искра" колхоз декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăха выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем сутмалли 1982 çулхи плансене чылай ирттерсе тултарчĕ.
Хуçалăх патшалăха 9673 центнер сĕт (108 проц.), 4000 центнер аш (100 проц.), 37,7 центнер çăм (104 проц.) хатĕрлесе пачĕ.
Колхоз патшалăха тырă сутмалли кăçалхи плана 125,5 проц., çĕр улмипе – 117,8, утăпа – 109,2, утă çăнăхĕпе 101 процент пурнăçларĕ.
М.АЛЕЕВ,
колхоз председателĕ.
(Декабрĕн 4-мĕшĕ).