Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йÿнетнĕ хакпа

17 марта 2012 г.

Чăваш Енри аграрисене çунтармалли-сĕрмелли япаласене (ÇСЯ) 30 процент йÿнетнĕ хакпа тивĕçтерес ыйту татăлнă. Март-июнь уйăхĕсенче "ЛУКОЙЛ" нефть компанийĕ 6,46 пин тонна дизтопливо, "Сургутнефтегаз" АУО 200 тонна бензин параççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен вĕсене Чулхула облаçĕнчи (Сергач, Кстово хулисенчен) "ЛУКОЙЛ-Волганефтепродукт" ООО нефть базинчен харпăр хăй транспорчĕпе кÿрсе килмелле. Дизтопливăн кашни литрĕшĕн 17,2 тенкĕ тÿлемелле.

Республикăри районсен ÇСЯ мĕн чухлĕ туянмаллине ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн февраль уйăхĕн 24-мĕшĕнчи анлă ларăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ.

ÇСЯ сутăн илме 489 хуçалăхран 80-шĕ тивĕçлĕ документсем тăратнă. Вĕсене тĕплĕ тĕрĕсленĕ хыççăн ООО тÿлев счечĕсем ярса парать. Ăна илнисем çак кунсенчех ÇСЯ кÿрсе килме çула тухаççĕ.

Ку уйăхра Чăваш Ен валли 630 тонна дизтопливо уйăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика