17 марта 2012 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Красноармейски, Куславкка, Пăрачкав районĕсенче паха вăрлăх хатĕрлес тĕлĕшпе начар ĕçленине палăртнă. Çĕмĕрлесем, Йĕпреçсем, Шăмăршăсем – минерал удобренийĕ, Улатăр, Вăрнар, Красноармейски районĕсенчи хуçалăхсем дизтопливо кÿрсе килме васкамаççĕ.
Кăçал республикăри аграрисен умне акакан-лартакан лаптăка 3,75 пин га ÿстерме тĕллев лартнă. Çурхи культурăсене пĕлтĕрхинчен 14,6 пин га ытларах акасшăн.
Видеоконференцире çур акине япăх хатĕрленекен Красноармейски, Куславкка, Элĕк, Пăрачкав районĕсен пуçлăхĕсене итленĕ. Ял хуçалăх техники туянма пулăшакан программăна хутшăнас тĕллевпе министерствăпа çыхăнса ĕçлемен районсене критикленĕ.