Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халĕ юр айĕнче-ха, юр кайсассăн мĕн пулĕ?

17 марта 2012 г.

Халĕ юр айĕнче-ха, юр кайсассăн мĕн пулĕ?

Тăван яла, тавралăха тирпейлĕ те илемлĕ тăвассишĕн тăрăшасси – кашни çын тивĕçĕ. Шел те, кулленхи пурнăçра пур чухне те çапла пулаймасть çав. Халлапри Сармантей пек, кил-çуртра кирлĕ мар ăпăр-тапăра урама, çырма хĕррине кăларса пăрахас йăларан çав-çавах хăтăлаймастпăр...

Акă Шăмăршăри Космовский урамĕ. Çак урампа кашни кунах утнăран кунти йĕркесĕрлĕхе курсах тăратăп. Шурă юр çинче унта та кунта пластик савăтсем курăнаççĕ. Сăрине ĕçнĕ те, савăтне тротуар аяккине персе хăварнă. Часах юр кайĕ те, куç умне мĕн тĕрлĕ кăна тасамарлăх тухмĕ-ши?

Ытти урамсенче те çавнашкал ÿкерчĕкех асăрхатăн. Сигаретăн пушă пачкисене, пирус тĕпĕсене урнăна пăрахас вырăнне юр çине ывăтаççĕ. Хĕл каçа район центрĕ çÿп-çап свалкине çаврăнать тесен пĕрре те йăнăшмăп.

Ял поселенийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ çĕнĕлле ĕçлеме пуçласса тем пекех шанас килет. Темиçе çул каялла Шăмăршă ялĕ ытти район центрĕсем хушшинче тирпей-илемпе палăрмаллах уйрăлса тăратчĕ пулсан, юлашки çулсенче тăрăшма пăрахрăмăр пулмалла.

Акă чечек ĕрчетессине илер-ха. Шăмăршă урамĕсенче хитре клумбăсем çукпа пĕрех, пÿрт умĕсенчи пахчасенче те чечек ÿстерме тăрăшмастпăр. Космовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен умĕнче хыт-хура ашкăрни те – яла илем кÿрекен тĕслĕх мар.

Ман шутпа, район центрĕнчи кашни ĕç коллективнех чечек клумби тума сĕнмелле-хушмалла, çак ĕç валли тем чул укçа та тăкакланмĕ.

Урамăн икĕ енĕпе лартнă йывăçсене те çĕнетсех тăмалла. Кукăр-макăр йывăç урам валли мар. Е анкарти хыçĕнчи вăрманта яштака çăка хунавне шыраса тупаймастпăр-ши;

Тепĕр çивĕч ыйту - район центрĕнче качакасем ирĕккĕн çÿрени. Индире ĕне çвяттуй выльăх пулсан, пирĕн патăрта качака "патша". Кашни выльăхăнах хуçи пур вĕт-ха, мĕншĕн яваплăха туймастпăр; Пĕр эртел качака вун-вун çын ĕçленине харама ярать, çут çанталăка пысăк сиен кÿрет.

Иртнĕ çул тĕп урамри катăлса-ванса пĕтнĕ бордюрсене çĕннисемпе улăштарчĕç, çакна ырламалла кăна. Çак бордюрсене вăхăтран вăхăта çеç мар, çăвĕпех шуратса тăрсан район центрĕ çав тери илемленĕччĕ.

Манăн сĕнÿсем ял поселенийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ валли наказ евĕр пулччĕр. Шăмăршă ялĕ унчченхи ырă ятне кăçалах тавăрасса тем пек ĕмĕтленсе-ĕненсе тăратăп.

Çапла пултăрччĕ!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика