Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт лартма – 100 кубометр

17 марта 2012 г.

Çурт лартма – 100 кубометр

Пирĕн корреспондентăн ыйтăвĕсене Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев хуравлать.

– Иртнĕ çулхи июль уйăхĕнчен çынсене сутакан йывăç калăпăшне улăштарнă. Мĕнле çĕнĕлĕх кĕртнĕ?

– Чăваш Республикин "Граждансем харпăр хăй валли йывăç касмалли йĕрке çинчен" 48-мĕш саккунĕнче нормативсене çирĕплетнĕ. Пурăнмалли уйрăм çурт тума 100 кубла метртан ытла мар кастаратпăр. Çуррине яхăн – лăсăлли. Килти хуçалăха çĕнетме – 20 кубла метртан ытла мар. Лăсăлли - 50%.

Пурăнмалли уйрăм çурта юсама – 30 кубла метртан ытла мар. Çуррине яхăн – лăсăлли. Килти хуçалăха çĕнетме – 20 кубла метртан ытла мар. Лăсăлли - 50%. Пур енĕпе те кашни çемьене пĕр хутчен çеç паратпăр.

Вутă-шанкă валли çулталăкра – 15 кубла метр. Калăпăр, пĕрре тытăнса нормативра палăртнă чухлĕ кăлараймастăр. Кун пек чухне мĕн юлнине иккĕмĕшĕнче илсе тухма пултаратăр. Çак йĕрке вут-çулăм, ытти инкек асап кăтартнă çемьесене пăтăрмахлă лару-тăрăва лекнĕ хыççăн çулталăк хушшинче пырса тивмест.

– Анатолий Петрович, пушарта инкек курнă çемьесене çурт лартмашкăн стройматериал уйăратăр-и?

– Пÿртсĕр, килти хуçалăхсăр е сарай-витесĕр юлнисем ыйтса çырнине чи малтан – республикăн Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ йĕркепе – 5 кунран кая хăвармасăр пăхса тухатпăр.

– Кăçал республикипе мĕн чухлĕ кастаратăр?

– Харпăр хăй валли - 263 пин кубла метр. Çав шутра лăсăллине – 50 пин, хытă çулçăллине – 8 пин, çемçе çулçăллине – 205 пин. Кунта çунчăк 29 пин хушăнать. Кашни район-хулана миçе кубла метр уйăрнине министерство сайтĕнче тĕплĕн пĕлтернĕ. Харпăр хăй валли йывăç кăларас текенсен унта ыйту тăратмалла. 2007 çулччен çырупа район-хула администрацийĕсене тухнă. Çынсене вăрман мĕн пысăкăш лаптăк тивессине çак уйăхра кашни муниципалитет органне пĕлтертĕмĕр.

– Министерство республика ячĕпе юридици тытăмĕсемпе, усламçăсемпе аренда килĕшĕвĕ çирĕплетет...

– Çапла. Йывăç кăларма, сутма, вăрман лартса çитĕнтерме, ăна хатĕрлеме. Вунă çуллăха 21 килĕшÿ тунă. Вĕсене 40,3 пин гектар шанса панă. Арендаторсен çуллен 62,8 пин кубла метр тÿнтерме ирĕк пур. Ку – республикăра кăçал касмалли лаптăкăн 9,9%.

Вăрман лаптăкĕсене малашне те тара паратпăр. Илес текенсене аукционра палăртатпăр. Вĕсенчен пĕри апрель уйăхĕнче иртĕ. Çитессинче Улатăр, Тăвай вăрманлăхĕсенчи лаптăксене пăхса тухатпăр.

– Виçĕм çулхи пушар вăрмана юхăнтарчĕ. Йĕркене кĕртме укçа кирлĕ пулĕ.

– Паллах. Федераци хыснинчен 120 миллион тенкĕ куçарса пама ыйтатпăр. Кун пирки федерацин Вăрман хуçалăхĕн агенствипе ĕçлетпĕр. Улатăр, Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне вăрманлăхĕсенче йывăç лартма хатĕрлетпĕр. Вут-çулăм Улатăр вăрманĕнче – 2251, Атăл леш енче 6880 гектара пĕтернĕ. Ĕç калăпăшĕ пысăк. Çак лаптăксене çунчăкран тасатса хунав лартмалла. Хальхи вăхăтра вутпа сиенленнĕ йывăçсене касатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика