Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану çулĕпе

17 марта 2012 г.

Кăçал Шăмăршă районне йĕркеленĕренпе 85 çул çитет. Унăн çак тапхăрти аталанăвĕ тĕрлĕ енлĕ, курăмлă.

1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче ВЦИК Чăваш АССРĕнче 5 уеспа 53 вулăс вырăнне 17 район йĕркелеме йышăннă. Çав çулхи октябрĕн 1–2-мĕшĕсенче Шăмăршă район Совечĕн пĕрремĕш организацилле хресченсен съезчĕ пулса иртнĕ. Ун ĕçне 45 делегат хутшăннă. Съездра райĕçтăвком президиумне суйлас, унăн ĕç тăвакан пайĕсене туса хурас, вĕсен ертÿçисене çирĕплетес ыйтусене пăхса тухнă. Райĕçтăвком членĕсем пулма 11, кандидачĕсем пулма 4 çынна суйланă, райĕçтăвком председателĕ пулма Михаил Дмитриевич Крылова çирĕплетнĕ. Вăл Патирекре çуралса ÿснĕ, вăтам пĕлÿллĕ учитель пулнă. Унăн çумĕсем пулма В.П. Еливанова (Пăчăрлă Пашьел) тата О.В. Верьялована (Палтиел) шаннă.

Çак çулах, октябрĕн 24-мĕшĕнче, ВКП (б) членĕсен пĕрремĕш пухăвĕ пулса иртнĕ. Ку вăхăт тĕлне районта 6 парти ячейки тата кандидатсен 3 ячейки ĕçленĕ. Вĕсем 36 парти членне тата 31 кандидата пĕрлештерсе тăнă.

Пуху ĕçне 24 коммунистпа 5 кандидат хутшăннă, вĕсен хушшинче пĕр хĕрарăм пулнă. Пухура ВКП (б) райкомĕн членĕсем пулма, кандидачĕсен пулма 3 çынна, облаçри партконференци ĕçне хутшăнма 3 делегат суйланă.

Райкомăн пĕрремĕш секретарĕ пулма Федор Дмитриевич Коновалова, ВКП (б) обкомĕн тĕрĕслев комиссийĕн уполномоченăйĕ пулма Арсентий Григорьевич Самукова шаннă.

1927 çулхи тепĕр паллă пулăм – ноябрĕн 1-мĕшĕнче комсомолецсен пĕрремĕш конференцийĕ пулса иртни.

Пирĕн районта комсомол ячейкисем 14 шутланнă, 142 çамрăка пĕрлештерсе тăнă. Вăл шутра 129 яш, 13 хĕр пулнă, вырăссем - 42 çын, чăвашсем - 86, ирçесем – 10, тутарсем - 4.

Комсомол конференцийĕн ĕçне камсем хутшăнни те паллă. Вĕсем: Алексей Гудимов (Шăмăршă), Петр Терентьев (Виçпÿрт Шăмăршă), Дормидонт Рожков (Кахăрлă Шăхаль), Ш. Сыразтдинов (Палтиел), Михаил Кудряшов (Вырăс Чукал), Семен Тихонов (Анат Чаткас), Дмитрий Убасев (Тури Чаткас), Яков Юманов (Асанкасси), Василий Корчагин (Никишино), Семен Ежов (Улмаллă), Николай Карсаков (Патирек), Иван Бельцов (Кивĕ Чукал).

(Малалли пулать.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика