Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Условник» операци иртрĕ

17 марта 2012 г.

Полицин çул çитменнисен инспекцийĕн учетĕнче хальхи вăхăтра çул çитмен 16 çамрăк тăрать. Вĕсенчен иккĕшĕ, уголовнăй преступлени тунă май, условнăй срок илнĕ.

Паллах, учетри çынсем профилактика субъекчĕсен тимлĕхĕнче тăраççĕ. Район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен, вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси членĕсем, полицин уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ, полицин участокри уполномоченнăйĕсем тата суд айăплавĕ пурнăçланнине тĕрĕслесе тăракан районти инспекци сотрудникĕ пĕрлехи вăйпа, планпа килĕшÿллĕн, профилактика операцийĕсем йĕркелеççĕ. Право йĕркисене пăсасран асăрхаттарас тĕллевпе вĕсем çул çитменнисен учетĕнче тăракансем патне çитсе профилактика калаçăвĕсем ирттереççĕ, çемьесенчи условисемпе паллашаççĕ, кирлĕ пулсан, тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ, пулăшаççĕ.

Çак кунсенче районта "Условник" операци иртрĕ. Рейда хутшăннисем условнăй срок илнĕ çул çитмен çамрăксемпе тĕл пулса калаçнă, тепĕр хут преступлени тăвасран асăрхаттарнă. Пĕрлех учетра тăракансем пурăнакан çемьесене те çитнĕ, ашшĕ-амăшĕпе, ачасемпе калаçусем ирттернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика