17 марта 2012 г.

ÇУРКУННЕН илемлĕ уявĕсенчен пĕри вăл – Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ. Çак кун пур анне, асанне, кукамай хăйсен мăшăрĕсенчен тата юратнă ачисемпе мăнукĕсенчен салам сăмахĕсем йышăнаççĕ.
Çак уяв ячĕпе Шăмăршăри "Аленушка" ача садĕнчи "Матрешки" ятлă кĕçĕн ушкăнри ачасем те (воспитателĕ О.А.Японцева) хăйсен юратнă амăшĕсемпе асанне-кукамайсене ăшшăн саламларĕç. Капăр тумланнă ачасем вĕсене çепĕç юрăсемпе, хавхалануллă ташăсемпе тата сăвăсемпе савăнтарчĕç. Кĕтмен çĕртен килнĕ "Солнышко", "Карлсон" тата "Петушок" ачасене хытах тĕлĕнтерчĕç. Сĕтел çине хатĕрлесе хунă тĕрлĕ япаларан апат-çимĕç суйласа илме вĕрентрĕ "Петушок" ачасене. Вĕсемпе пĕрле ташă картине тăрса ташларĕ. Ăнсăртран вĕçсе килнĕ "Карлсон" вара ачасене тутлă кучченеçпе сăйларĕ...
Юлашкинчен пĕчĕккисем хăйсен чи хаклă çыннисене маларах туса хатĕрленĕ ÿкерчĕксене парнелерĕç. Амăшĕсем çак парнене юратнă хĕрĕсемпе ывăлĕсенчен илме питĕ хавас пулчĕç.