14 марта 2012 г.
РАЙОНТА ялсенчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсен çуллен иртекен фестивалĕ старт илчĕ. Кăçал ăна Раççей историйĕн çулне тата Шăмăршă районне йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине халалланă.
Мартăн 9-мĕшĕнче Чукалти Культура çуртĕнче Чукал ял поселенийĕ, 13-мĕшĕнче Палтиелĕнчи Культура çуртĕнче Палтиел ял поселенийĕ, 14-мĕшĕнче Кивĕ Чукалти Культура çуртĕнче Кивĕ Чукал ял поселенийĕ, 16-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьелĕнчи Культура çуртĕнче Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕ, 20-мĕшĕнче Карапай Шăмăршăри Культура çуртĕнче Карапай Шăмăршă ял поселенийĕ, 21-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура Керменĕнче Шăмăршă ял поселенийĕ, 23-мĕшĕнче Пуянкассинчи Культура çуртĕнче Пуянкасси ял поселенийĕ, 27-мĕшĕнче Анат Чаткасри Культура çуртĕнче Анат Чаткас ял поселенийĕ,30-мĕшĕнче Васанти Культура çуртĕнче Васан ял поселенийĕ хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Апрелĕн 27-мĕшĕнче вара Шăмăршăри Культура Керменĕнче районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсен гала-концерчĕ пулать.