Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтанмалăх пур ĕçĕсем

14 марта 2012 г.

1987 çулта Пуянкассинчи вăтам шкула 5 çамрăк специалист ĕçлеме килсе çитнĕччĕ: Л.В. Бондареева, Н.Ф. Захарова, А.Н. Степанова – вырăс чĕлхипе литература, В.П. Бондареев – физкультура, И.И. Измукова – кĕçĕн классен учителĕ. Пурте çамрăк, илемлĕ, сăн-пичĕсем савăнăçпа çиçсе тăраççĕ. Бондареевсем – тин çеç пĕрлешнĕ çамрăк мăшăр. Алевтина Николаевна Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, Ирина Ивановна – Канашри педучилищĕрен, ыттисем – педагогика институтĕнчен. Пĕр-пĕринпе кулкаласа паллашаççĕ, пиртен шкул тата ял çинчен ыйта-ыйта пĕлеççĕ. Ют ялта вĕрентÿ ĕçне пуçăнма кăштах пăшăрхантарни те сисĕнет.

Ушкăнран чи хăюллăраххи – Надежда Федоровна. Çавăнпа пуль шкул директорĕ Г.Н. Алексеев ăна тÿрех класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ пулма çирĕплетрĕ. Чи кĕçĕнни – Ирина Ивановна. Вăл 18 çулта çеçчĕ-ха, ачалăхран та тухса çитейменччĕ пулас. Уроксем хыççăн общежитие çитсенех çирĕп кăмăллă учитель сăнарĕнчен тухса каллех ачалăха таврăнатчĕ. Халĕ те куç умĕнчех вăл юрласа-ташласа çÿрени, ман 5 çулхи хĕрĕмпе выляса чупни, ачалла кула-кула калаçни.

Василий Пантелеймонович пуринчен те асличчĕ: института вĕренме кĕриччен Афганистанра салтак тивĕçне пурнăçланă. Килнĕ кунах спорт çитĕнĕвĕсем пирки ыйтса пĕлме пуçларĕ: мĕнле спорт секцийĕсем ĕçленĕ, миçе разрядник, район шайĕнче еплерех кăтартусем... Юлашки çулсенче спортпа çитĕнÿсем пачах та пулманни çинчен ăна тĕрĕссипех пĕлтереççĕ. Вăл вара, кăштах шухăшласа тăнă хыççăн, пĕр иккĕленмесĕр çапла каласа хучĕ:

– Эппин, пĕрремĕш çул пирĕн спортпа вăйлă шкулсене хăваласа çитес пулать. Тепĕр çултан вара эпир те малти вырăнсене йышăнма тытăнăпăр.

Ун чухне ăна никам та ĕненмерĕ.

Унтанпа 25 çул иртрĕ. Çĕр-шыври 90-мĕш çулсенчи пăтăрмахсем те, XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи шкулсен реорганизацийĕ те хыçа тăрса юлчĕç. Çак тапхăрта ĕçлеме килнĕ нумай-нумай вĕрентекен хăйĕн профессине улăштарса хуласене саланчĕ. Маларах асăннă çамрăк специалистсен шăпи еплерех-ши; Вĕсем пурте вĕрентÿпе воспитани ĕçне парăнса шкултах ĕçлеме юлчĕç. Виççĕшĕ паян кун та Пуянкассинче ачасене пĕлÿ параççĕ. И.И. Измукова (халĕ Ендиерова) мăшăрланнă хыççăн Васанти шкула ĕçлеме куçрĕ. Н.Ф. Захарова та (халĕ Ухтиярова) çемьеленсе тăван Чаткас ялне куçса кайрĕ. Пиллĕкĕшĕ те ял-йыш умĕнче пысăк хисепре, çамрăк ăрушăн юратнă вĕрентекен пулса тăчĕç.

А.Н. Степанова (Ефимова) вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнипе пĕрлех вунă çул хушши директор çумĕ пулса ĕçлерĕ. Ял поселенийĕнче те, районта та вăл тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăнать. Унăн вĕренекенĕсем районта çĕнтерсе республикăри олимпиадăсенче те палăраççĕ.

Л.В. Бондареева та тăхăр çул хушши завуч тивĕçĕсене пурнăçларĕ. Ĕçре яланах çĕнĕлĕхсем шырать. Районти методика фестивалĕсене хастар хутшăнать. Ÿкерме юратаканскер, ÿнер (ИЗО) предметне те ертсе пырать.

Н.Ф. Ухтиярова та Чаткасри шкула куçнăранпах пĕр улшăнми 22 çул вĕрентÿпе воспитани енĕпе директор заместителĕнче вăй хурать. Тăван шкулта унăн ертÿçĕ ăсталăхĕ çулсерен аталансах, вăйлансах пырать. Вăл хатĕрлекен шкул ачисем районти тĕпчев ĕçĕсен конференцийĕсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

И.И.Ендиерова та пĕлтĕртенпе завуч тивĕçне пурнăçласа пырать. Халĕ вăл аслă пĕлÿллĕ учитель – заочно майпа педагогика институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Районти тата республикăри професси конкурсĕсенче пысăк çитĕнÿсем тăвать. Сăмахран, 2007 çулта Шупашкарта "Чи лайăх класс ертÿçи" ята тивĕçрĕ. 2008 çулта Раççей Президенчĕн Грантне çĕнсе илчĕ. Аслă категориллĕ учитель. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

В.П. Бондареевăн çитĕнĕвĕсем татах та сумлăрах, пысăкрах. Вăл çитĕнекен ăрăва сывлăха çирĕплетме, вăй-хала тĕреклетме пулăшса тăрать. Василий Пантелеймонович пиçĕхтернĕ арçын ачасем салтакри йывăрлăхсене çăмăллăнах парăнтараççĕ, çар училищисене те вĕренме кĕреççĕ. Вăл ĕçлеме пуçланăранпа Пуянкасси шкулĕнче вĕренекен ачасем районти Спартакиадăра пĕрмаях малти вырăнсенче. Аслă категориллĕ учитель. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

Малтанхи çулсенче çамрăк учительсене вĕрентÿ ĕçне тĕрĕс йĕркелесе пыма пулăшаканĕ – шкул директорĕ Геннадий Никандрович Алексеев. Унăн паха сĕнĕвĕсем çамрăксене вăй парса, хавхалантарса пынă. Ертÿçĕ вĕсен пурăнмалли хваттер условийĕсемпе те интересленсех тăнă. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсенчен кашниех пĕрремĕш директора ырă сăмахсемпе çеç аса илеççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика