Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк армеецсен вăййисем

14 марта 2012 г.

Çитĕнекен ăрăва граждăнла-патриотла воспитани парас, Тăван çĕр-шыва юратма, унăн историне хисеплеме вĕрентес, çамрăксене чăрмавлă лару-тăруран тухма хăнăхтарас ĕçре çамрăк армеецсен вăййисем пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Акă çак кунсенче Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 7-8 классенче вĕренекенсем – "Зарница", 9-11 классенче вĕренекенсем "Орленок" çар вăййисенче ăмăртрĕç. Командăсем стена хаçачĕсем (листоксем) кăларчĕç, марш-бросокра чупрĕç, ÿт-пÿ çирĕплĕхне тата юрă-ташă ăсталăхне кăтартрĕç, автоматсем сÿтрĕç, каялла пуçтарчĕç, Тăван çĕр-шывăн çар историйĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç.

Тĕрлĕ конкурссен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен, "Зарница" вăйăра çиччĕмĕшсем – пĕрремĕш, саккăрмĕшсем – иккĕмĕш, пиллĕкмĕшсем виççĕмĕш вырăн йышăнни палăрчĕ. "Орленок" вăйăра вуннăмĕшсем – пĕрремĕш, вун пĕрмĕшсем – иккĕмĕш, тăххăрмĕшсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика