14 марта 2012 г.
Ăна республикăра çеç мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлнĕ, пĕлеççĕ. Вуншар та вуншар ял-хулари итлекенсене хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ, ют çĕр шывсенче те юрланă. Чăннипех талантлă юрăç пулнă М.Денисов.
Мефодий Иванович 1922 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче Кивĕ Чукалта çуралнă. Ялти çичĕ çул вĕренмелли, Шамкайри вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Шкулта чухнех юрлама юратнă вăл, художество пултарулăх ĕçне хастар хутшăннă. Шăпах çав çулсенче çуралнă та ĕнтĕ унра юрăç пулас ĕмĕт.
Вăтам шкул хыççăн тÿрех вĕренме каяйман каччă – ăна 1940 çулхи сентябрьте Çара илнĕ. Балти флотне лекнĕ М.Денисов. Аслă Отечествăлла вăрçă пуçлансан ентеш тинĕс пехотин ятарлă бригадинче фашистсене хирĕç çапăçма тытăннă, Ленинграда хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă, пĕр çапăçура ăна тăшман пульли пырса лекнĕ. Госпитальтен сывалса тухсан М.Денисова Ленинградри тинĕс-çар бази çумĕнчи ятарлă стрелковăй ротăна куçарнă, полк шкулне вĕренме янă.
Фронтран таврăнсан вăл пĕр хушă районти паспорт сĕтелĕн начальникĕнче ĕçленĕ. 1946 çулта Саратоври Л.В. Собинов ячĕллĕ консерватори çумĕнчи чăваш опера студине вĕренме кĕнĕ, 1951 çулта опера юрăçин тата преподавателĕн дипломне илнĕ.
Мефодий Иванович 1951-1959 çулсенче Чăваш Патшалăх филармонийĕн солисчĕ пулнă.
Артист чăвашсен малтанхи "Шывармань" оперинче тĕп партие – Атнер партине юрланă. Каярахпа ентеш ытти оперăсенче ăнăçлă сăнарсем сахал мар калăпланă: "Хамăрялсем" оперăра Юманов, "Нарспире" Тăхтаман, "Çеçпĕлте" Чарлан, "Евгений Онегинра" Онегин партийĕсене ăста юрланă. Оперăсенче вăл калăпланă сăнарсем вуншарăн. Музыка театрĕнче юрăç вун виçĕ çул ĕçленĕ. Оперăсемсĕр пуçне унăн репертуарĕнче 600 ытла произведени пулнă, вĕсене çырса илсе алла яхăн пластинка кăларнă. Шупашкарти музыка училищинче те ĕçленĕ ентеш, ăста преподаватель пулнипе палăрса тăнă.
Хастар общественник та пулнă М.Денисов. Ăна 1966 çулта СССР Верховнăй Совечĕн депутатне, тĕрлĕ çулсенче Шупашкар хулин Ленин районĕн халăх депутатне суйланă. Мефодий Иванович Чăваш АССР халăх артисчĕн, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕн хисеплĕ ячĕсене тивĕçнĕ, ун ятне Чăваш АССР Ĕçпе Паттăрлăх Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Çавăн пекех ăна вăрçăри паттăрлăхшăн тата искусствăри ÿсĕмсемшĕн нумай орден-медальпе наградăланă. Çавăн пекех вăл К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх премине те тивĕçнĕ. Уншăн вара чи сумлă награда – куракансемпе итлекенсен юратăвĕпе хисепĕ пулнă.
Тăван тăрăха тăтăшах килсе çÿренĕ Мефодий Иванович, çуралнă ялĕ те туртнă ăна. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль ларман халăх артисчĕ, хăйĕн пурнăçĕ, искусствăри кун-çулĕ пирки "Песни мои – жизнь моя" кĕнеке хатĕрлесе пичетлесе кăларнă.
Шел, Мефодий Иванович Денисов 1998 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Халăх хăйĕн юратнă артистне нихăçан та манмасть. Унăн юррисем халĕ те радиопа тăтăш янăраççĕ.