14 марта 2012 г.
ДОНОРСЕН йышĕ Чукал тăрăхĕнче те ÿссех пырать. Çакна Чукалти пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче пулса иртнĕ черетлĕ Донор кунĕ те лайăх çирĕплетет. Çак кун 45 çын юн пачĕ.
Донорсем хушшинче çемьесем пурри те савăнтарать. Вĕсенчен Çĕнĕ Чукалти Оксанăпа Сергей Угаринсене, Эльвирăпа Сергей Макеевсене, Кивĕ Чукалти Ларисăпа Василий Микушинсене, ашшĕпе ывăлне - Алексейпа Николай Храмовсене (Çĕнĕ Чукал) палăртса хăвармалла.
Халĕччен темиçешер хут юн панисем те сахал мар. Çĕнĕ Чукалти Людмила Рубцована, Лариса Матрсована, Нина Матросована, Любовь Бибукована, Кивĕ Чукалти Светлана Мердеевана, Вырăс Чукалĕнчи тетĕшĕпе шăллĕне – Владимирпа Михаил Сорокинсене чăннипех тав тăвас килет. Чукал ял администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Петрович Чугунов та темиçе çул каяллах донорсен йышне тăнă.
Юн паракансем хушшинче çамрăксем пурри те савăнтарать.