Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: хĕрлĕ шатра чирĕ!

14 марта 2012 г.

ХĔРЛĔ шатра (корь) – вируслă, инфекциллĕ чир. Вăл сывлăш урлă е çын ÿсĕрнĕ чух ерет. Çак чирпе чирлĕ çын маларах пулнă пÿлĕме кĕрсен те чирлеме пулать. Чир паллисем пĕр-икĕ эрнерен палăрма пуçлаççĕ. Чи малтан ÿт температури 39-40 градуса çитет, ÿсĕрттерет, сунаслаттарать, ÿт çине вĕтĕ шатрасем тухаççĕ.

Вĕтĕ шатра чир ерсен икĕ-тăватă кунран палăрать те пилĕк-ултă кун ÿт çинче тăрать. Малтан пите, пуçа, мăя хуплать, каярах алă-хырăм çине куçать, унтан урасем тăрăх сарăлать.

Ачасем хĕрлĕ шатра чирне, çитĕннисемпе танлаштарсан, çăмăлрах ирттерсе яраççĕ. Çитĕннисен пуç мимине сусăрлантарса куçпа хăлха нервĕсене сиенлет, вĕлерме те пултарать. Чире вăраха ярсан суккăрланма е хăлха илтми те пулать, пĕверпе пÿресем те сиенленеççĕ, юн чирĕ те пуçланма пултарать, тĕп нерв системи пăсăлать. Хĕрлĕ шатра чирĕ иммун системине пусарăнтарнăран ытти чирсемпе те çынсем асапланма пуçланаççĕ.

Хĕрлĕ шатра чирне ятарласа сиплемелли специфика çук. Çак чире хирĕç прививка тутарни чи паха ен. Амак ан ертĕр тесен пÿлĕме час-час уçăлтармалла, уçă сывлăшра хĕрлĕ шатра чирĕ тÿрех "вилет".

Чир вăхăтĕнче организмра С тата А витаминсене тытăмĕ чакать. Çавăнпа та поливитаминсем ĕçмелле. Иммунитет чакнине пула тата ытти чирсене те çаклатасран асăрханмалла, çынсемпе питех хутшăнма тăрăшмалла мар. Хĕрлĕ шатрапа чирлесе ирттернисем начар ăнланма тытăнаççĕ.

Тепĕр хут асăнса хăваратпăр: хĕрлĕ шатра чирне ертес мар тесен прививка тутармалла. Ăна тÿлевсĕрех тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика