24 марта 2012 г.
Мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен пирĕн республикăра туберкулеза хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх пырать. Мартăн 24-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун. Çак кун, нимĕç ученăйĕ Роберт Кох Берлинта туберкулез чирне пуçарса яракан мироба тупса кăтартнă. Тепĕр 100 çултан вара, 1982 çулта, Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешекен пĕрлешÿ, çак куна – мартăн 24- мĕшне – Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун тесе палăртнă. Эмблема валли вара шурă ромашкăна суйласа илнĕ.
Раççейре туберкулезпа кĕрешмелли куна 1911 çулта пĕрремĕш хут паллă тунă. Чăваш Енре вара туберкулезпа кĕрешмелли уйăхлăх 2001 çултанпа пырать.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕр çинчи 165 миллиард çын туберкулез инфекцийĕпе çÿрет. 20 миллионĕ туберкулезпа чирлет. Туберкулеза пула кашни çул 3 миллион ытла çын вилет.
Туберкулез – ерекен чир. Ăна пуçараканĕ – Кох микробĕ. Чылай чухне вăл ÿпкене вырнаçать. Спиртран та, кислотасенчен те, шартлама сивĕрен те хăрамасть. Тусан ăшĕнче 3 уйăх таран упранать, çĕр ăшĕнче, шывра, нÿрĕ пÿлĕмре – çулталăкчен. 25 градус сивĕре те 7 çул пурăнма пултарать. Çапах та Кох микробĕ кăшт вĕретсе илнине те чăтаймасть. Хĕвел ăна 2 сехет хушшинчех вĕлерме пултарать.
Туберкулезпа чирлĕ çын сурчăкпа пĕрле чир пуçаракан микробсене кунне 15-20 млн таран ирĕке кăларса яма пултарать. Ÿсĕрнĕ чухне вĕсем 2 метр таран сирпĕнеççĕ, апчхулатнă чухне - 9 метра. Çитĕннĕ чирлĕ çын çулталăкне 20 ытла çынна чир ертме пултарать.
Туберкулез чирĕ вăраххăн аталанса пынă май, çын хăйне йывăррăн туять, ÿсĕрет, унăн апат анмасть, çĕрле тарлать, кăкăрĕ ыратать тата хăш-пĕр чухне вĕрилентерет.
Туберкулез чирĕ пуçламăшне вăхăтра тупса палăртас ĕçре флюорографи, рентген меслечĕпе тĕпчени, çавăн пекех сурчăка микроскоп витĕр тĕрĕслени нумай пулăшаççĕ.
Туберкулезпа мĕнле çынсем ытларах чирлеççĕ-ха; Вĕсем хушшинче ытларах ĕçкĕпе ашкăнакансем, табак туртакансем, тĕрмере ларнă çынсем, татăшах вырăнтан вырăна куçса çÿрекенсем, çурт-йĕрсĕр çынсем.
Туберкулез чирĕнчен уйрăмах 3 çула çитмен ачасем шар курма пултараççĕ. Ачасен пĕчĕк те сарлака сăмса шăтăкĕсем микробактерисемшĕн питĕ меллĕ, туберкулезпа чирлĕ ĕне сĕтне вĕретмесĕр ĕçсен те чирлеме пулать. Туберкулезпа чирлĕ ачан паллисем кăшт уйрăмрах тăраççĕ. Çак чирĕн микробĕ ачан организмне сывлăшпа, апат-çимĕçпе лексен, ăшра лимфа çулĕсем е юн тымарĕсем тăрăх сарăлать. Ачасем ку тапхăрта пуç, вар-хырăм, кăкăр ыратнипе аптăраççĕ, апат çиеймеççĕ, канлĕ çывăраймаççĕ. Ача шурăхать, часах ывăнать, температура хăпарать, тарлама пуçлать.
Ача садĕнче, шкулта ачасене мантупа рентгенологи тишкерĕвĕ туни чире вăхăтра асăрхама, ăнăçлă сиплеме май парать.
Енчен те врач тĕрĕслевĕ хыççăн туберкулезпа чирлине палăртсан çак чиртен ятарлă больницăра сипленмелле пулать. Сиплев курсĕ вăрăм – 6-8 уйăх, йывăртарах формăсем чухне çулталăк çурă таранах тăсăлать.
Туберкулез – хăрушă тата ерекен чир. Çавăнпах та район çыннисене пурне те флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма ыйтатпăр. Туберкулезпа кĕрешмелли уйăхлăх вăхăтĕнче – мартăн 24, 31-мĕшĕсенче, апрелĕн 7, 14-мĕшĕсенче уçă алăксен кунĕсем иртĕç, çак кунсенчен флюорографи кабинечĕ те ĕçлĕ.
Туберкулеза чир пуçламăшĕнчех сиплеме пуçлани питĕ вырăнлă. Аталанакан тата вăраха кайнă туберкулеза сиплеме чылай йывăртарах.