Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă методист

24 марта 2012 г.

Татьяна Сергунована эпĕ вун пилĕк çул ытла пĕлетĕп. Сарă çÿçлĕскер, йăрăс пÿ-силлĕскер, вăл ун чухне хăйĕн тăван ялĕнчи – Кивĕ Чукалти ял библиотекинчен районти тĕп библиотекăна ĕçлеме куçнăччĕ ĕнтĕ.

Çав çулсенче тĕп библиотека çумĕнчи хĕрарăмсен "Пурнăç çулĕ" клубĕ питĕ лайăх ĕçлесе пыратчĕ, унăн занятийĕсем интереслĕ иртетчĕç (ăна районти библиотекăсен системин директорĕ, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александра Максимова пултаруллă ертсе пыратчĕ). Кунта, паллах, Татьяна Юрьевнан тÿпи те сисĕмлĕ пулнă. Районти ятлă-сумлă хĕрарăмсен пурнăçне тата ĕç-хĕлне халалланă мероприятисене вăл творчество ăсталăхĕпе тата çĕкленÿллĕ кăмăлпа ертсе пыратчĕ. Паллах, сценарисене те çамрăк специалист хăех çырса хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне тĕп библиотека ĕçченĕсем Культура Керменĕнче "Чăваш пики", "Чăваш каччи", "Атьăр-ха, каччăсем!", "Атьăр-ха, хĕрсем!" конкурссем тата КВНсем те йĕркелетчĕç. Çак мероприятисен сценарийĕсене çырма Татьяна Сергунова хастар хутшăннă, сцена çинче программăна пĕччен те, иккĕн те ертсе пынă. Ăна тата ытти библиотекарьсене интереслĕ мероприятишĕн тав туса тулли зал нумай хутчен алă çупнă.

Клуб учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчи пултарулăхне шута илсе 2003 çулта культура пайĕ Татьяна Сергунована Культура Керменĕн методисчĕ пулма çирĕплетнĕ. Унтанпа вăл ытти методистсемпе пĕрле районти клуб учрежденийĕсене тухса çÿресе культура ĕçченĕсене методика пулăшăвĕ парать, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулăшать. Кунсăр пуçне методистсем жюри членĕсем пулса фестивальсемпе конкурссен программисене тивĕçлĕ хак параççĕ, çÿллĕрех шайри мероприятисем валли чи ăнăçлă номерсене суйласа илеççĕ.

Татьяна Юрьевна – Шăмăршăри халăх театрĕн пултаруллă актриси. Хăйне шанса панă роле вăл пурнăçри евĕр кăтартма пултарать, сăнара чылайлăха асра юлмалла ăста калăплать.

«Кайăк тĕкĕпе илемлĕ, çын ĕçĕпе», – теççĕ ваттисем. Т.Ю.Сергунована та юратнă ĕçĕ илемпе телей кÿрет.

Татьяна Сергунована творчество ĕçĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика