24 марта 2012 г.
"Колос" Агрофирма" ОООри юсав мастерскойĕнче ир тытăнса каçченех тимĕр-тăмăр сасси илтĕнет. Петр Захаров, Анатолий Петров, Валерий Матвеев тата Анатолий Данилов механизаторсем халĕ сÿресене юсаççĕ. Тĕш тырă сеялкисемпе культиваторсене вара иртнĕ кĕркуннех хатĕррисен ретне лартнă.
– Çур аки çитессе тÿсеймесĕр кĕтепĕр, – терĕ хуçалăх пуçлăхĕ Виталий Захаров. – Техника хатĕрле пĕрех, механизаторсем çителĕклĕ. Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минерал удобренийĕ турттарма пуçлатпăр.
Пуянкассисем иртнĕ кĕркунне 300 гектар кĕрхи тулă акнă. Калча юр айĕнчен лайăх тухасса шанаççĕ. Çурхи культурăсене илес пулсан, 600 гектар тулăпа 200 гектар урпа акма палăртнă. Вăрлăхсем çителĕклĕ, пысăк репродукциллĕ. Çур акине Анатолий Петров, Петр Захаров, Николай Захаров, Сергей Кузьмин тата ытти механизаторсем хутшăнĕç.