Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черкке тĕпĕнчи куççуль тумламĕ

21 марта 2012 г.

САП-САРĂ çÿçлĕ, янкăр тÿпе пек кăн-кăвак куçлă Танюша тул çутăласпа вилчĕ. Тухтăрсем тем пек тăрăшрĕç пулин те, вун иккĕри хĕрачана çăлса хăвараймарĕç. Больницăна ăна ытла та кая юлса, суккăр пырши çурăлсан çеç илсе килнĕ. Кун пек чухне çын пурнăçне хăтарса хăварма ытла та йывăр çав.

Икĕ хутчен аптăранă Танюша ăшĕ ыратнипе, анчах ашшĕ-амăшĕ ăна тухтăрсене кăтартман. "Иртсе кайĕ-ха, ним те пулмĕ", – тенĕ çеç. Иккĕшĕ те черкке патне туртăннăскерсем, ачисем пирки шухăшлама вăхăчĕ те пулман вĕсен.

Çав каç та ашшĕпе амăшĕ ÿсĕр пулнă. Танюша чуна çÿçентерсе ахлатнине те ним вырăнне те хуман. Ăшĕ ыратни иртсе кайтăр тесе, амăшĕ пĕчĕк хĕрне вăйпах икĕ кашăк сăмакун ĕçтернĕ. Хăйсем вара кÿрше–кумĕсем патне васканă. Кумĕсем те ĕçке ухута, мĕнле те пулин сăлтавпа е сăлтавсăрах уявлама кăмăллаççĕ.

Çурçĕр çитеспе çеç таврăннă Танюшăн ашшĕпе амăшĕ. Ку вăхăт тĕлне хĕрача хытах аптăраса ÿкнĕ, ăшĕ чиксех ыратни çинчен пĕлтернĕ. Ашшĕ сулланкаласа машина шырама тухса утнă. Хĕрачана больницăна илсе çитериччен сахал мар вăхăт иртнĕ. Тен, маларах çитнĕ пулсан, унăн пурнăçне çăлса хăварма та пултарнă тухтăрсем; Анчах черккене ытарайман ашшĕ-амăшĕ хăйсен чун тĕпренчĕкĕ пирки пăшăрханман, хăнаран час таврăнман.

Ĕсĕклесе, чунтан хурланса йĕреççĕ халĕ ашшĕпе амăшĕ. Анчах вилнĕ Танюшăна чĕртсе тăратаймăн çав...

(Автортан:çак инкек пирĕнпе кÿршĕ республикăри чăваш ялĕнче пулнă).

ххх

ÇĔМĔРТСЕМ шап-шурă çеçкере. Кун пек чухне пурăнас та пурăнас килсе тăрать, чун-чĕре юрлать.

Анчах Ивановсен çемйинче паян хăрушă хуйхă. Кил хуçипе унăн пĕчĕк ывăлĕ вилнĕ. Пÿртре икĕ тупăк, пысăкки тата пĕчĕкки. Вăтăр урлă та каçман Валерипе тăваттăри Андрюша чĕрĕ пекех выртаççĕ. Пÿрт тулли – хуйхă, вĕри куççуль.

... Валери ĕçрен ÿсĕр таврăннă. Сăлтавĕ пур иккен: пĕрин çуралнă кунне паллă тунă.

– Мунча тахçанах пулнă, эсĕ çеç таçта сĕтĕрĕнсе çÿретĕн, – ятлаçнă арăмĕ.

Валери пĕчĕк ывăлĕпе пĕрле картишĕнчи мунчана кайнă. Чăнах та, лайăх хутнă ăна мăшăрĕ. Ăшши ан тухтăр тесе, Валери кăмака юшкине те хупса хунă. Вара, кăштах канса илес шутпа, урайне тăсăлса выртнă. Пĕчĕк Андрюша та часах çывăрас килнине туйнă. Сĕрĕм хăйĕн ĕçнех тунă, ашшĕпе ывăлĕ нихăçан та вăранмалла мар "çывăрса" кайнă...

ххх

ВĔР-ÇĔНĔ "Жигули", пысăк хăвăртлăхпа пыраканскер, сасартăк аяккинелле пăрăнчĕ те тимĕр-бетон кĕпер арки çумне пырса çапăнчĕ. Автомашина кабини купăс пĕрĕмĕ пек лапчăнчĕ, кĕленче ванчăкĕсем чăл-пар саланчĕç.

– Ах турă, çыннисем чĕрĕ-ши хуть; – пăшăрханчĕç çакна курнă хĕрарăмсем.

Часах полиципе "Васкавлă пулăшу" та çитрĕç. Водительпе икĕ пассажир авари пулнă самантрах вилсе кайнă иккен. Виççĕшĕ те – çап-çамрăкскерсем.

– Эрех ĕçнĕ, – терĕ вилесене пăхнă врач. – Водителĕ çывăрсах кайнă пулас.

Унăн шухăшĕ тĕрĕс пулни больницăра çирĕпленчĕ. Эрехне чылаях ĕçнĕ çамрăксем, водитель, тен, ыттисенчен ытларах та. Ÿсĕр пулнине пăхмасăр, руль умне ларнă. Ĕçкĕпе вилĕм юнашарах çÿреççĕ тесе ахальтен каламан çав ваттисем. Çап-çамрăклах пурнăçран уйрăлнă ывăлĕсемшĕн чĕререн хуйхăракан ашшĕ-амăшне, каччăсен савнийĕсене питех те шел. Анчах кам айăплă?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика