21 марта 2012 г.
Иртнĕ шăмат кун Шăмăршă çумĕнчи хыр вăрманĕнче хĕллехи спорт сезонĕ хупăннине халалласа йĕлтĕрçĕсен эстафети пулса иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков уçрĕ.
Эстафетăна предприятисемпе организацисен, ял поселенийĕсен, шкулсен 36 команди хутшăнчĕ. Хĕрÿ иртрĕ тупăшу. Тĕп шкулсем хушшинче малтанхи виçĕ вырăна пуянкассисем, чаткассем, васансем пайларĕç. Вăтам шкулсем хушшинче вара чи вăйлисем – карапайшăмăршăсен пĕрремĕш, шăмăршăсен, карапайшăмăршăсен иккĕмĕш командисем. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен спортсменĕсем хушшинче район администрацийĕн, районти тĕп больницăн, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулăн учительсен туслă командисем ыттисене хыçала хăварма пултарчĕç
Çавăн пекех эстафетăра район администрацийĕн АПКна, обществăлла инфраструктурăна, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарас енĕпе ĕçлекен пайĕн, экономика пайĕн, Пенси Фончĕн районти управленийĕн йĕлтĕрçисем те хăйсем ăста спортсменсем пулнине кăтартса пачĕç.
Ял поселенийĕсен командисенчен чи вăйлисем – карапайшăмăршăсем, шăмăршăсем тата васансем.
Çĕнтерÿçĕ командăсем Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçрĕç.