Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Ичанкин вĕренекенĕсем – çĕнтерÿçĕсем

21 марта 2012 г.

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарта кĕçĕн çулхи арçын ачасем хушшинче дзюдо енĕпе республикăра мала тухассишĕн ăмăртусем пулса иртнĕ. Унта шăмăршăсем те палăрнă, хăйсен виçисенче призерсем пулса тăнă. 55 килограмм таранчченхи виçере Никита Архипов, 60 килограмран ытларах виçере Дмитрий Горбунов ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Михаил Поповăн (46 кг таран) – кĕмĕл, Дмитрий Галкинăн (30 кг таран) – бронза медальсем.

Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх Шăмăршă районĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Республикăри самбо шкулĕнче вара 14-15 çулсенчи хĕр ачасем самбо енĕпе кĕрешсе мала тухассишĕн ăмăртнă. Ăмăртусем шкул ачисен Спартакиадин зачечĕ шучĕпе, республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ. Кунта та шăмăршăсем лайăх результатсемпе палăрнă. Сăмахран, Кристина Вазанова (56 кг) тата Вера Кадышева (78 кг таран) пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Юлия Краснова (52 кг таран), Александра Федорова (44 кг ытларах), Анастасия Нугаева (60 кг таран) хисеп пьедесталĕн виççĕмĕш картлашкине хăпарнă. Светлана Ленгесова (48 кг таран) хальхинче улттăмĕш вырăна тухнă.

Сăмах май, асăннă çамрăк спортсменсем – Александр Ичанкин тренерăн воспитанникĕсем, вăл ертсе пынипе вĕсем хăйсен ăсталăхне "Туслăх" спорт комплексĕнче туптаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика