21 марта 2012 г.
ПĔЛТĔРХИ август уйăхĕнче "Утес" санатори çывăхĕнчи Атăл хĕрринче пĕр хĕрарăм малтан икĕ хĕр ачине вĕлерни, унтан хăйĕн çине алă хуни çинчен, ахăртнех, нумайăшĕ илтнĕ... Çак синкерĕн сăлтавĕ ачасен амăшĕ сектăна лекнинче тенĕччĕ каярах. Хĕрарăм килĕнче тĕн темипе тата "Иегова свидетелĕсем" сектăпа çыхăннă чылай брошюра, журнал, ĕç тетрачĕ тупни те çак шухăшах çирĕплетнĕ.
Тĕн, культ пĕрлешĕвĕсене, сектăсене лексе çынсем шар курнă хыпара юлашки вăхăтра сахал мар илтетĕн. Цивилизаци пурнăçĕнчен пачах пăрăнса пĕр-пĕр çĕр хăвăлне е ытти вырăна пурăнма куçни пирки хаçат-журнал та, сенкер экран та пĕлтерсех тăрать. Çакнашкал ушкăнсен хăйсен идеологийĕ. Вĕсен тĕллевĕ – çынсене ытларах явăçтарасси, унта лекнисен шухăшлавне улăштарса хăйсен ĕненĕвĕпе вĕрентĕвне йышăнтарасси. Сектăра çын тыткăна лекнĕпе пĕрех. Вăл малашне унăн саккунĕпе пурăнать, ăс-тăнĕ, шухăшлавĕ пачах улшăнать, вăл чурана çаврăнать, хăйне "хÿтĕлекеншĕн" тем тума та хатĕр: сывлăхне шеллемесĕр ĕçлеме те, хваттерне парнелеме те...
Тупăш илесси чи малти вырăнта. Маларах асăннă пĕрлешÿсен семинарĕсем, тренингĕсем чылай чухне тÿлевлĕ иртеççĕ. Сăмахран, пĕр семинар йĕркелеме сахалтан та 15-21 пин тенкĕ кирлĕ-мĕн. "Иегова свидетелĕсем", "Саентологи", "Симорон", "Атманософи", "Ольга Асаулякăн пĕрлĕхлĕ принципăн шкулĕ" сектăсем республикăра анлă сарăлнисем. Тĕнчере вара çаксем ытларах паллă: "Мун", "Сăваплă Русь", "Çемье". Америка çыравçи Рон Хаббард йĕркеленĕ "Саентологи" юлашки вăхăтра уйрăмах вăй илни çинчен пĕлтереççĕ специалистсем. Унăн тĕп тĕллевĕ тупăш тăвасси-мĕн. Паллах, çаксенчен пĕри те хăйне секта е культ пĕрлешĕвĕ тесе палăртмасть. Вĕсене "палласа илме" пĕлмелле. Сектăсен ĕç-хĕлĕнче реклама пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Пĕлтерÿ хăмисем çинче, радио, телекурав, Интернет урлă çемье, ачасене воспитани парас, медицина тата педагогика, этика ыйтăвĕсем, хутшăнусене лайăхлатмалли мелсем, Библи вĕрентĕвĕн темисемпе семинарсем, психологи тренингĕсем, уçă калаçусем ирттересси пирки хыпар сараççĕ. Урамра тĕрлĕ листовка, йыхрав хучĕ, брошюра салатнине те курма пулать. Чылай чухне паллă кунсемпе е уявсемпе усă кураççĕ.
Сăмахран, 2010 çулта Шупашкарта çакнашкал 3 семинар иртнĕ, пĕлтĕр – 13. 2010 çулта республикипе 33 ушкăна палăртнă пулсан (48 мероприяти ирттернĕ), 2011 çулта – 41 (63 мероприяти). Çак кăтартусемех сектăсен йышĕ ÿссе пынине çирĕплетеççĕ. Ахăртнех, вĕсене çÿрекен çынсен шучĕ те пысăкланать. Хальлĕхе çакна нимĕнле статистика та палăртаймасть. Чăнах та чан çапма вăхăт иккен. Ахальтен мар 2010 çулта Шупашкарта сектăсенче нуша куракансене пулăшакан центр йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – республикăра сарăлнă сектăсемпе кĕрешесси тата вĕсенче шар куракансене пулăшасси. Центр председателĕ Сергей Федоров каланă тăрăх – тĕн, культ пĕрлешĕвĕсене "ĕрчеме" услови туса памалла мар. Семинар, тренинг ирттерме вĕсем чылай чухне пÿлĕмсем, çуртсем тара илеççĕ. Тара паракан организацисене питĕ тимлĕ пулма, пĕтĕм документа тĕрĕслеме ыйтрĕ С.Федоров нумаях пулмасть иртнĕ пĕр ларура. Çакнашкал пĕрлешÿсене хирĕç тĕллевлĕн ĕçлемелле. Кунта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен тата ыттисен пĕрле тăрăшни пĕлтерĕшлĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем урлă сектăсен усал ĕç-хĕлне çутатни те вырăнлă.
Тĕн, культ пĕрлешĕвĕсем обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратни куç кĕрет. Çавăнпа та çивĕч çак ыйтупа çине тăрсах ĕçлемелле. Пурин те сыхă пулмалла, ачасене те сыхă пулма вĕрентмелле. Вĕсен серепине лекес марччĕ. Сектантсен йышне кĕме çăмăллине, анчах унтан хăтăлма питĕ йывăррине палăртаççĕ специалистсем.