21 марта 2012 г.
Урамсенче çурхи шыв шăнкăртатса юхма тытăниччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Кĕçех, акă çунатлă туссем – шăнкăрчсем те вĕçсе килĕç. Хатĕр-и-ха эпир вĕсене кĕтсе илме?
Çынна пурăнма çурт кирлĕ тенĕ евĕр, кайăксене те йăва кирлĕ. Хăшĕсем вĕсене хăйсемех майлаштаркалаççĕ пулсан, шăнкăрчсене вара пирĕн пулăшас пулать. Вĕллесем тума питех кăткăсах мар – вĕсене, аслисем пулăшнипе, ачасем те ăсталама пултараççĕ. Хăма татăкĕсем кашни килтех пур. Йывăç хăвăлĕ те - паха материал. Анчах çакна та асра тытмалла: вĕллесене сăрласа илемлетме кирлĕ мар, çакнашкаллисене шăнкăрчсем йышăнасшăнах мар.
Шăнкăрчсене кĕтсе илме, вĕллесем хатĕрлеме шкулсенче çак кунсенчех тытăнмалла, çак пархатарлă ĕçе кашни вĕренекенех явăçтарма тăрăшмалла. Шкулсенче "Чи лайăх шăнкăрч вĕлли" конкурс ирттерсен те лайăх.
Хатĕр вĕллесене пÿрт çамки, тăратса лартнă шалча çине вырнаçтарма юрать. Анчах çакна шута илни вырăнлă: вĕсем патне кушак çитме ан пултартăр.
Вĕллесене вăрмана та çакма юрать. Кун пек чухне пăтапа усă курма юрамасть - йывăçсем аманма пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсене вулăсем çумне кантрапа çыхса çирĕплетмелле.
Ачасем, çитĕннисем, атьăр тăвар вĕллесем! Çакăншăн пире шăнкăрчсем тав тунă пулĕччĕç, хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтарĕç.