28 марта 2012 г.
ÇĔНĔ ЧУКАЛТИ "Симурзин В.Н." фермер (хресчен) хуçалăхĕ çур акине тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илет. Хуçалăх пысăках мар пулин те, ĕç калăпăшĕ çителĕклех. 50 гектар кĕр тыррисемпе 30 гектар нумай çул ÿсекен курăксене минерал удобренийĕпе апатлантармалла. Çуртрисене илес пулсан, 25 гектар тулăпа 25 гектар урпа акма палăртнă. Вăрлăхсем çителĕклĕ, пурте кондицие ларнă. Вĕсене имçамласа кăна акасшăн.
– Çĕр улмине те манмастпăр, кăçал ăна 25 гектар çитĕнтерме шутлатăп, – терĕ Валерий Симурзин фермер. – Сутмалăх çĕр улми чылай-ха, ăна тупăшлă вырнаçтарса соляркăпа минерал удобренийĕ тата гербицидсем туянасшăн.
Çапла, çĕр ĕçченĕ яланах ырă ĕмĕт-шухăшпа пурăнать.
Кĕркунне пĕтĕм лаптăк çинче çĕртме сухи туса хăварнипе те кăçал тухăç лайăх пуласса шанма май парать.