28 марта 2012 г.
Саккун йĕркисене хисеплемесĕр пурăнакан çынсем преступлени çулĕ çине тухаççĕ. Акă кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче вĕсем пурĕ 45 преступлени тунă (пĕлтĕр çак тапхăрта - 47). Преступленисен 95,1 процентне тăрă шыв çине кăларнă.
Уйрăммăн илсе пăхсан, çын çине алă çĕклесси, вĕлерессипе хăратасси, малтан суд сакки çине ларнисем, ÿсĕр çынсем, ниçта та ĕçлемен граждансем саккун йĕркисене пăсасси ÿснĕ. Ют пурлăха вăрласси, экономика преступленийĕсем тăвасси чакнă. Растрата тăвасси, обществăлла вырăнсенче преступлени çулĕ çине тăрасси пĕр шайрах юлнă.
Çын çине алă çĕкленĕ фактсене полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем ытларах та ытларах тупса палăртма тăрăшаççĕ. Ку вăл тата йывăртарах преступленисем пуласран сыхланма май парать. Сăмахран, пĕлтĕр икĕ уйăхра РФ УКĕн 115 тата 116 статйисемпе никĕсленсе тăракан 18 преступление регистрациленĕ пулсан, кăçал çак тапхăрта - 22.
Февраль уйăхĕнче вун пĕр çын тепĕр çын çине алă çĕкленĕ. Аттепе анне ачана пурнăç парнелет, пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе, ÿстерсе çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларать. Хăш-пĕр çынсем вара çакăншăн тав туса пурăнас вырăнне аллисене ирĕке яма та именсе тăмаççĕ. Акă Анат Чаткас ялĕнче ывăлĕ амăшĕ çине, Кивĕ Шăмăршăра ывăлĕ ашшĕ çине алă çĕкленĕ.
Вĕлерессипе хăратни те ырă пулăм мар. Февраль уйăхĕнче РФ УКĕн 119 статйипе никĕсленсе тăракан 3 преступление шута илнĕ. Шăмăршăри Молодежная урамĕнчи çуртра пурăнакан арçын сакăрвунна çывхаракан амăшне вĕлерессипе хăратни – пуçа шăнăçми пулăм.
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине, тепĕр çынна ырă суннине нимĕн те çитмест. Ыр кăмăллăх туслăха çирĕплетет, тăванлăх туйăмне аталантарать, сывлăха упрама пулăшать.