Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Костыльпе çапнă

28 марта 2012 г.

Ĕçкĕ-çикĕ нихăçан та ырри патне илсе пымасть. Çакна пула çемьере хирĕçÿ-харкашу çĕкленет. Хĕрĕнкĕ чухне хăш-пĕр çынсем хăйсен ачисене тапкă-çупкă пама та вăтанса тăмаççĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи Карл Маркс урамĕнчи Василий Р. та çакнашкал çынсен шутне кĕрет.

"Çуттине" ÿпĕнтернĕ хыççăн аллăри арçын кил-çуртра хирĕçÿ çĕклеме, хăйĕн вун виççĕри ывăлне çапса яма та пултарать. 2011 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче кил хуçи, хĕрĕнкĕскер, хирĕçÿ пуçласа хăйĕн ывăлне костыльпе çапнă, ăна урайне ÿкерсе мăйĕнчен пăвма пикеннĕ, вĕлерессипе хăратнă.

Çак тĕксĕм ÿкерчĕк çине кил хуçи арăмĕ лăпкă куçпа пăхса тăрайман. Вăл упăшкине ĕçкĕ-çикĕ еннелле туртăннăшăн тата ача çине алă çĕкленĕшĕн вăрçма пуçланă. Василий Р., тарăху туйăмĕпе тулса çитнĕскер, нумай шутласа тăман – мăшăрне те костыльпе хулпуççирен кĕрĕслеттернĕ.

Паллах, çакнашкал лару-тăру суд сакки çине ларасси патне илсе пырать. РФ УКĕн 156 статйин 1-мĕш пайĕпе, 119 статйин 1-мĕш пайĕпе, 116 статйин 1-мĕш пайĕпе никĕслесе арçынна миравай судья çур çуллăха условнăй срок памалла тунă. Малашне хăйне йĕркеллĕ тытмасан, ашшĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламасан Василий Р. пирки тата çирĕпрех мерăсем йышăнма пултараççĕ. Кил хуçин тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума тăрăшмалла, ывăлне хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе, лайăх енĕсемпе воспитани парасси çинчен тарăннăн шутламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика