Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплă ĕçре

28 марта 2012 г.

ПОЛИЦИН участоксенчи уполномоченнăйĕсен ĕç-хĕлĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă. Вĕсем хăйсене шанса панă ял поселенийĕсен территорийĕсенче право йĕркисем мĕнлерех пурнăçланнине пăхса-тĕрĕслесе тăраççĕ, граждансене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтереççĕ, вĕсен прависене тата пурлăхне хÿтĕлеççĕ, судпа айăпланнисем, учетра тăракан çул çитмен çамрăксем патне çитсе преступлени тăвасран, административлă йĕркене пăсасран асăрхаттараççĕ, шкулсенче право темипе калаçу ирттереççĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшаççĕ тата ытти нумай ĕç пурнăçлаççĕ.

Хальхи вăхăтра Рамис Алимов участковăй уполномоченнăй – Шăмăршă ял поселенийĕн административлă участокĕшĕн (ĕçри телефонĕ: 2-35-96), Денис Кудряшов участковăй уполномоченнăй – Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн административлă участокĕшĕн (2-63-38), Олег Кудряшов аслă участковăй уполномоченнăй – Пуянкасси тата Васан ял поселенийĕсен административлă участокĕшĕн (2-57-21), Азат Айзатуллов участковăй уполномоченнăй – Палтиел тата Анат Чаткас ял поселенийĕсен административлă участокĕшĕн (2-66-16), Иван Лаврентьев участковăй уполномоченнăй – Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн административлă участокĕшĕн (2-54-46), Сергей Можаев аслă участковăй уполномоченнăй Чукал тата Кивĕ Чукал ял поселенийĕсен административлă участокĕшĕн яваплă.

Ял çыннисем правопа çыхăннă хуть мĕнле ыйтупа та хăйсен ял поселени территорийĕшĕн яваплă полици сотрудникĕ патне пыма е шăнкăравлама пултараççĕ. Полицин участковăй уполномоченнăйсем çийĕнчех тивĕçлĕ мера йышăнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика