28 марта 2012 г.
Димитрий Стеклов шалти ĕçсен органĕсенче 9 çул ĕçлет ĕнтĕ. 2003 çулта институт пĕтерсен Патăрьел йĕкĕчĕ Шупашкарти çул-йĕрпе патруль службинче милиционер биографине пуçланă. 2 çултан вăл милицин "Шемуршинский" тĕрĕслев постне ĕçлеме куçнă.
Постри службăра вăл яланах лайăх дисциплинăпа, çирĕп принциплăхпа, профессилле ăсталăхпа палăрса тăнă. Пĕррехинче, Вьетнам гражданинĕ руль тытса пыракан автомашинăн багажникне тĕрĕсленĕ вăхăтра, Димитрий Стеклов инспектор радиаци материалне тупса палăртнă. Ульяновска çул тытакан автомашинăн ирĕксĕрех районти шалти ĕçсен пайĕн çурчĕ еннелле пăрăнса кĕме, водителĕн следователь умне тăма тивнĕ. Тепрехинче вара пĕр водитель саккуна пăсса пĕчĕк калибрлă винтовкăпа çула тухнине пĕлнĕ... Кун евĕр тĕслĕхсене татах та асăнма пулать. Хальхи вăхăтра полици лейтенанчĕ РФ ШĔМĕн "Батыревский" пайĕн районти уйрăмĕн ГИБДД службинче ĕçлет.
Служба тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн пай начальникĕ Димитрий Стеклова темиçе хутчен те тав тунă, укçа премийĕпе чысланă.