Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регистраци учетне – палăртнă срокра

28 марта 2012 г.

Паспорт – гражданинăн тĕп докуменчĕ. 14 çул тултарсан, пĕр уйăх хушшинче, ашшĕ-амăшĕн ача валли паспорт çыртарса илме тăрăшмалла. Шел, хăш-пĕрисем çак ĕçе темиçе уйăха та тăсса яраççĕ. Кун пек чухне вара ирĕксĕрех административлă мера йышăнма тивет. Паспорт валли тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе нумай вăхăт иртмест.

Ашшĕ-амăшĕн районти миграци службине (вăл полици çурчĕн аялти хутĕнче вырнаçнă) ачан çуралнине çирĕплетекен свидетельствине, 2 сăн ÿкерчĕк (3,5Х4,5 см), Перекет банкне паспорт бланкĕшĕн 200 тенкĕ тÿленине ĕнентерекен квитанци илсе килмелле. Заявление пирĕн службăра ачан хăйĕн çырмалла (ятарлă бланк çине). Тĕп документа 10 кун хушшинче хатĕрлесе паратпăр.

20 тата 45 çул тултарсан çĕнĕ паспорт çыртарса илмелли пирки те манас марччĕ. Ача çуралсан, ăна ашшĕ-амăшĕн пĕр уйăх хушшинче пирĕн службăра регистрацилемелле.

Граждансем урăх вырăна куçса кайсан е куçса килсен 7 кун хушшинче регистраци учетне тăмалла. Вăхăтлăха пурăнма килекенсен те регистраци учечĕшĕн яваплă органа заявлени çырса памалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика