28 марта 2012 г.
КĂÇАЛХИ январь – февраль уйăхĕсенче район территорийĕнче 2 авари пулнине регистрациленĕ. Аварисенче 2 çын аманнă. 2011 çулта çак тапхăрта 2 аварире 2 çын аманнă пулнă.
Кăçалхи 2 уйăхра пулса иртнĕ аварисенчен пĕри транспорт хатĕрĕ теприне пырса тăрăннипе, тепри çуран пынă çынна çапса хăварнипе çыхăннă. Водитель хăвăртлăх режимне пăхăнманни, çуран пынă çын çул-йĕр хăрушсăрлăх правилине пăсни авари тăвасси патне илсе пынă.
Халĕ, çуркуннехи кăтткăс условисенче, водительсене тимлĕхе ÿстерме сĕнетпĕр. Хăвăртлăх тата дистанци режимне пăхăнманни авари хăрушлăхне кăларса тăратма пултарни пирки асрах тытмалла. Паллах, çуран çÿрекенсен те асăрхануллă пулмалла.
"Çĕрпÿ-Ульяновск" автотрасса урлă каçса шкула çÿрекен ачасене уйрăмах тимлĕ пулма ыйтатпăр. Çул урлă каçнă чухне икĕ еннелле те пăхса илмелле. Çывăхра транспорт хатĕрĕ килнине курсан тăхтаса тăмалла. Çул çинче асăрхануллă пулмалли пирки ашшĕ-амăшĕн ачасене час-часах аса илтермелле.