Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Террорла актсенчен асăрханăр

28 марта 2012 г.

ТЕРРОРИЗМ çулне пÿлмелли чи шанчăклă меслет – пирĕн кулленхи тимлĕх. Йĕри-тавралăхра çеç мар, кашни çыннăн хăй пурăнакан картишре, подъездра, ытти обществăлла вырăнсенче те яланхи тимлĕхе çухатмалла мар. Такама шанманни мар ку, пачах урăхла – пулма пултаракан террорла ĕçсене маларах пÿлме пулăшни. Çавна май хамăр енчен хăш-пĕр сĕнÿсемпе канашсем пăрас килет. Вĕсем никамшăн та сиенлĕ пулмĕç тесе шутлатпăр.

Террорла актсенчен асăрханас тесен:

– путвалсемпе мачча çине хăпармалли алăксене яланах питĕрсе тытмалла, вĕсене çăрапа питĕрĕнекен тимĕр решеткесемпе картламалла, пăхса, тĕрĕслесех тăмалла:

– çынсем пурăнакан вырăнсенче дежурство йĕркелемелле, ялсенче каçхи хурал ĕçне вăйлатмалла;

– питĕрнĕ çăрасене тата пичетлесе илнĕ алăксене тĕрĕслеме ирĕклĕ дружинăсем йĕркелемелле;

– палламан автомашинăсемпе ют çынсене асăрхасанах тимлĕхе пушшех ÿстермелле;

– путвалсене е ытти çĕре пушатакан михĕсенче, ещĕксемпе коробкăсенче мĕнле япаласем пулнипе интересленни те ытлашши мар.

Террорла акт пулас хăрушлăх тухса тăрсан:

– çакăн çинчен халăха пĕлтермелли хатĕрсене васкавлăн тĕрĕслемелле;

– халăха пулма пултаракан хăрушлăх пирки пĕлтермелле;

– автомашинăсем тăракан вырăнта иккĕлентерекен, паллă мар, ют транспорт пуррипе çуккине тĕрĕслемелле;

– çынсене инкекрен эвакуацилемелли плансене тĕрĕслемелле;

– çÿп-çап тăкмалли контейнерсене çуртсен çывăхĕнчен аяккалла куçармалла;

– предприятисемпе организацисенче, нумай хваттерлĕ çуртсенче хушма хурал йĕркелемелле.

Террорла акт пулсан:

– çакăн çинчен çийĕнчех МВД, ФСБ, МЧС территори уйрăмĕсен дежурнăй службисене пĕлтермелле;

– инкек тÿсекенсене çăлассине, малтанхи пулăшу парассине йĕркелемелле;

– инкек пулнă вырăна ют çынсене пыма памалла мар;

– полици, хăрушсăрлăх, пушар, васкавлă пулăшу, МЧС, çăлав службисен ĕçченĕсене кĕтсе илессине йĕркелемелле.

Террорпа акт пулас хăрушлăх пулсан:

– чÿречесене карăпа хупламалла;

– документсемпе хаклă япаласене, хăвăрт пăсăлман апат-çимĕç продукчĕсене пĕрле илсе васкавлă эвакуацие хатĕрленмелле;

– чирлĕ тата ватă çынсене эвакуацие хатĕрленме пулăшмалла;

– информаци пĕлме май паракан телевизорсене, радиоприемниксене ĕçлеме чармалла мар;

– малтанхи пулăшу памалли медицина хатĕрсене алă айĕнче тытмалла;

– çынсем нумай пухăнакан вырăнсенчен парăнма тăрăшмалла.

Енчен сире заложниксен шутне илчĕç пулсан:

– çухалса каймасăр хăвăра лăпкă тытăр. Хăраса ÿкнине ан палăртăр;

– бандитсен пур хушăвĕсене те (уйрăмах малтанхи сехетсенче) пурнăçлăр;

– хăвăрăн тыткалăрăшпа бандитсене ан вĕчĕрхентерĕр, вĕсене хирĕç тăма ан хăтланăр – çакă хăрушлăх кăларса тăратма пултарать;

– çăлăнма шанăç çук çĕртенех тарма ан хăтланăр;

– террористсем çинчен ытларах информаци ас туса юлма тăрăшăр;

– сирĕн хушăра ачасем, чирлĕ тата ватă çынсем пур пулсан, вĕсене хавхалантарма, май пур таран пулăшма тăрăшăр.

Сирпĕтмелли хатĕре асăрхасан:

– çакăн çинчен пĕр тăхтаса тăмасăр тивĕçлĕ службăсен дежурнăй чаçĕсене пĕлтермелле;

– иккĕлентерекен япалана алăпа тытмалла мар, ун çывăхне çынсене ямалла мар;

– сотовăй телефонпа, ытти радиоçыхăну хатĕрĕсемпе усă курмалла мар – вĕсем сирпĕтекен хатĕрĕн радиовзрывательне ĕçлеттерсе яма пултараççĕ;

– иккĕлентерекен вырăна тивĕçлĕ органсен службисен килсе çитнĕ ĕçченĕсене кăтартмалла. Сирпĕтекен хатĕре хăвăр тĕллĕн сиенсĕрлетме ан хăтланăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика