28 марта 2012 г.
КУККАСЕМ – Çĕнĕ Шăмăршăри Вячеславпа Олег Ефимовсем – çар службинчен янă çырусене кукамай хăйĕн арчинче тирпейлĕ упрать. Эпĕ çак çырусене темиçе хутчен те вуласа тухнă, куккасен çар формипе ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕкĕсене пĕрре мар пăхса киленнĕ. Славик кукка Томскри аслă çыхăну çар училищине пĕтерсе 25 çул çар службинче тăнă, подполковник званийĕпе запаса тухнă. Олег кукка Сывлăш-десант çарĕсенче службăра пулнă, 2 çул хушшинче 20 хут ытла самолетран парашютпа сикнĕ. Куккасен çырăвĕсене вуланă тата хăйсемпе служба пирки калаçнă май, эпĕ те лайăх салтак пулма ĕмĕтленнĕ.
18 çул тултарсан мана, Шупашкарти аслă вĕренÿ заведенийĕнче вĕреннĕскере, иртнĕ çулхи кĕркунне çар службине илчĕç. Салтака эпĕ тулли кăмăлпа кайрăм.
Хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнчи çар чаçĕнчи çыхăну подразделенийĕнче службăра тăратăп. Эпĕ хамăн кукамая - Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Александра Митрофановна Ефимована район хаçачĕ урлă 80 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламлас, кĕскен хамăн служба çинчен каласа парас тетĕп.
Юратнă кукамайăм, манăн служба йĕркеллех пырать. Салтак пурнăçне тата йăли-йĕркине хăнăхса çитрĕм тесе шутлатăп. Çар специальноçне кĕске хушăрах алла илтĕм.
Мана ăшă кăмăллă çын пулма, ыттисене ырă сунма, кĕвĕçмесĕр-ăмсанмасăр пурăнма вĕрентнĕшĕн, ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕшĕн сана чĕререн тав тăватăп. Уроксене иксĕмĕр пĕрле хатĕрленнине час-часах аса илетĕп. Эсĕ задачăсем шутлама ăстаччĕ, мана та пулăшса пыраттăн. Паллах, эсĕ ытларах хама шутлама вĕрентеттĕн. Юмах юптарса, аттепе анне ĕçрен киличчен иксĕмĕр пĕрле кил хуçалăхĕнчи ĕçсене тăваттăмăр. Шкулта япăх паллă илни иксĕмĕрĕн вăрттăнлăх пулнă. Çав кун уроксене уйрăмах тĕплĕн хатĕрленеттĕмĕр. Тепĕр кун эпĕ лайăх паллă илни иксĕмĕршĕн те пысăк савăнăç пулнă. Начар паллă илнине анне сисмесĕрех юлатчĕ. Иринăпа (аппа) иксĕмĕр те каçхине санпа пĕрле çывăрма выртма тăрăшаттăмăр. "Кам ытларах ырă ĕç тăвать – çавă кĕçĕр манăн юмахсене итлеме тивĕçлĕ пулать", – теттĕн эсĕ чеен кулкаласа.
Лаша урапи çинче санпа юнашар мĕн чухлĕ ларса çÿремен-ши тата; Эсĕ ир-ирех лаша кÿлсе райпон ялти лавккине Шăмăршă пекарнинчен çăкăр турттарса килеттĕн, хирти механизаторсем патне кăнтăрлахи апат леçеттĕн. Мана, арçын ачана, лаша кÿлме те вĕрентрĕн.
Кукамайăм, юратнă кукамайăм...Службăра сана час-часах аса илетĕп эпĕ. Санăн тунсăхлăрах пăхакан куçсемлĕ сăн ÿкерчĕкне тăтăшах алла тытатăп. Эсĕ: "Максим, командирсене итле, юлташусемпе килĕштерсе пурăн, маттур салтак пул", – тесе каланăнах туйăнать.
Чаплă юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламланă май, сана чирлемесĕр пурăнма ырлăх-сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунатăп. Маншăн санăн питÿ хĕрелмелле пулмĕ. Кĕркунне çар службинчен таврăнсан сана хамăн салтак пурнăçĕ çинчен пĕтĕмпех каласа парăп. Служба куккасенни пекех йĕркеллĕ иртĕ. Çакна шансах тăр: Тăван çĕр-шывăн тата тăвансен шанăçне тÿрре кăларассишĕн эпĕ хамран мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăп.