Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçех экзаменсем пуçланĕç

28 марта 2012 г.

Вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен икĕ уйăх кăна юлчĕ. Шкултан вĕренсе тухакансемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланать. Вĕсен пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне (ЕГЭ) тытмалла пулать.

Кăçал пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен (Шăмăршă – 55, Палтиел – 14, Пăчăрлă Пашьел – 24, Карапай Шăмăршă – 21) 114 хĕрпе каччă вĕренсе тухать. Вĕсен палăртнă кунсенче экзаменсем тытма тивет:

майăн 28-мĕшĕнче (тунти кун) – информатика тата ИКТ, биологи, истори;

майăн 31-мĕшĕнче (кĕçнерни кун) – вырăс чĕлхи;

июнĕн 4-мĕшĕнче (тунти кун) – ют чĕлхесем (акăлчан, француз, нимĕç, испан чĕлхисем), хими;

июнĕн 7-мĕшĕнче (кĕçнерни кун) – математика;

июнĕн 13-мĕшĕнче (юн кун) – обществознани, физика;

июнĕн 16-мĕшĕнче (шăмат кун) – географи, литература.

Енчен те вĕренекенсенчен хăшĕ-пĕри çак кунсенче экзамен тытаймасан (чире пула е урăх сăлтав), вĕсен çак кунсенче ЕГЭ тытма май пур:

июнĕн 18-мĕшĕнче (тунти кун) – ют чĕлхесем (акăлчан, француз, нимĕç, испан чĕлхисем), обществознани, биологи, информатика тата ИКТ;

июнĕн 19-мĕшĕнче (ытлари кун) – географи, хими, литература, истори, физика;

июнĕн 20-мĕшĕнче (юн кун) – вырăс чĕлхи;

июнĕн 21-мĕшĕнче (кĕçнерни кун) математика.

Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансем вырăс чĕлхипе – 114-ăн, математикăпа – 113-ĕн, физикăпа – 19-ăн, химипе – 19-ăн, информатика тата ИКТпа – 7-ĕн, биологипе – 33-ĕн, историпе – 13-ĕн, географипе – 2-ĕн, акăлчан, нимĕç, француз, чĕлхисемпе тытакансем çук, обществознанипе – 75-ĕн, литературăпа – 2-ĕн пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне (ЕГЭ) тытма суйласа илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика