28 марта 2012 г.
КУН пирки район хаçатĕнче вун-вун хут çырнă. Çапах та тепĕр хут аса илтерсен те пăсмĕ.
Хĕрарăм кунне çирĕм пирус туртать пулсан, врачсем ун сиенлĕхĕ арçын вăтăр пирус туртнипе тан пулнине палăртаççĕ. Мĕншĕн тесен хĕрарăмăн кăкăр кăшкарĕ пĕчĕкрех, çавăнпа та ăна никотин кÿрекен сиен уйрăмах пысăк. Унсăр пуçне, пите-куçа сарăхнă сăн çапать, çакă та хĕрарăма вăхăтсăр ватăлтарать.
Туртман хĕрарăмсен пилĕк проценчĕ кăна чирлет, туртаканнисем вара – вăтăр процент таран.
Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, пирус тĕтĕмĕнче этем сывлăхне хавшатакан улт çĕре яхăн сиенлĕ компонент пур. Çын кунне çирĕмшер пирус туртать пулсан çирĕм çул хушшинче ÿпкене 6 килограма çити сиенлĕ япаласем лараççĕ. Унпа кĕрешме организма питех те йывăр.
Çие юлнă хĕрарăмшăн пирус туртни уйрăмах сиенлĕ. Хĕрарăм çине-çинех пирус туртнипе хăйне кăна мар, ачине те вăл аталаннă вăхăтра çав тери пысăк сиен кÿрет.
Пирус туртакан çын пачах та туртманнипе танлаштарсан 8-10 çул сахалрах пурăнни те пурне те шухăшлаттарма тивĕç.