28 марта 2012 г.
СĂРА алкоголь шĕвекĕ пулнине чылайăшĕ йышăнасшăн мар-ха. Уйрăмах çамрăк ăру килĕштерет ăна. Çуралнă кун, алла аттестат илнĕ, пысăк япала туяннă – пурнăçри паллă кунсене шăп сăрапа "çăваççĕ" каччăсемпе хĕрсем. Кăпăклă шĕвек кулленхи пурнăçра çирĕпленсе çитрĕ ĕнтĕ. Çакăнпа пĕрлех медицинăра çĕнĕ термин – "Подростковый алкоголизм" тени вăй илсе пырать.
Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, сăра çын организмне ытти алкоголь шĕвекĕсенчен те усалрах витĕм кÿрет. Ача-пăчан çирĕпленсе çитмен организмĕшĕн уйрăмах сиенлĕ.
Çак çивĕч ыйтăва шкул ачисем патне илсе çитерес тĕллевпе Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти аслă класра вĕренекенсен хушшинче информаци сехечĕ иртрĕ. Кунта 10-мĕш класра вĕренекенсем йĕркеленĕ агитбригада ятарлă программăпа тухрĕ, сăра сиенлĕ витĕм кÿни çинчен юрă-сăвă урлă кăтартса пачĕ. 10 "а" класра вĕренекен Елена Симурзина хатĕрленĕ "Сăра. Миф тата чăнлăх" презентацийĕ (ертÿçи Г.Н.Тимофеева) пурне те тарăн шухăша ячĕ. Яш-кĕрĕм халĕччен пĕлмен нумай чăнлăхпа паллашса хăйсем валли тĕрĕс пĕтĕмлетÿ турĕ. Сăра çамрăксемшĕн тăшман пулнине палăртса хăварчĕç шкул ачисем.