Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ăмăртăвĕсем – Чăваш Енре

31 марта 2012 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин Пĕтĕм Раççейри ял спортсменĕсен IX ăмăртăвне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвне хутшăннă. Асăннă мероприяти июлĕн 13-18-мĕшĕсенче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта, Кÿкеçре иртмелле.

Спортпа туризм министрĕ Анатолий Николаев палăртнă тăрăх чăваш çĕрĕ 3000 спортсмена йышăнĕ. Ял ăмăртăвĕсен талисманĕн пирвайхи макечĕ хатĕр, хăнасене парнелемелли теттесем туса кăларĕç.

Тĕп ăмăртусем Шупашкарти "Олимпийский", "Энергия", "Спартак", "Труд" стадионсенче иртĕç. Савăнăçлă уява июлĕн 14-мĕшĕнче тĕп стадионта йĕркелеççĕ.

Паллах, спорт комплексĕсене, вĕсене çывăх урамсене тирпей-илем кĕртес ĕçе халех пуçăнмалла. Кÿкеçре ĕç калăпăшĕ уйрăмах пысăк.

Финалти ăмăртусен тĕп судйи пулма Олимп вăййисен чемпионкине Елена Николаевăна çирĕплетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика