31 марта 2012 г.
Кăçал пирĕн района туса хунăранпа 85 çул çитет. Çакна тĕпе хурса Палтиелĕнчи ял библиотекинче курав йĕркеленĕ. Район историйĕпе кăсăкланакансем кунта хамăрăн паллă ентешсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултараççĕ. Алла альбом тытса ял хуçалăхĕнче, вĕрентÿре, культурăра чапа тухнă çынсем çинчен туллин пĕлме пулать. Паллах, районтан тухнă çыравçăсене те манман, вĕсен хайлавĕсене те тишкерме май пур. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнмасăр та иртмен. Вĕсене халалланă альбомсем те тулли содержаниллĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Палтиел тăрăхне ĕçлĕ çул çÿревпе килсе кайнине сăнласа çырса кăтартнă материалсемпе те çынсем савăнсах палашаççĕ.
Библиотекăна пыракан кашни çыннах Милевше Гайнуллова библиотекарь ăшă кăмăлпа кĕтсе илет, куравпа паллашма пулăшать. Вăл çамрăксемпе ветерансен тĕл пулăвĕсене те йĕркелет.