Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Потребкоопераци ĕçĕн ветеранĕ

31 марта 2012 г.

КАШНИ эрнерех куратăп ăна Шăмăршă урамĕсенче. Çулĕ чылай пулин те, килте ларма юратакан çын мар Виталий Алексеевич. Юлашки вăхăтра, чăнах та, больницăна тăтăшах хутлать. Мĕн тăвăн, çамрăк çын мар вĕт: нумаях пулмасть вăл 75 çул тултарчĕ.

В.А.Ястребов Кивĕ Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсене лайăх ас тăвать-ха: çиччĕри-саккăрти ачасен те хĕн-асап нумай тÿсме тивнĕ. Выçлăха пула пĕр ÿсĕмрисенчен нумайăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă.

Мĕнле йывăр пулсан та, Виталий вĕренме тăрăшнă. Канаш хулинче каçхи вăтам шкул пĕтернĕ (ун чухне ăна ШРМ тенĕ). Каярахпа заочно йĕркепе Шупашкарти кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Вара хăйĕн пĕтĕм пурнăçне суту-илÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă. Шăмăршăри райпора экспедитор, товаровед, склад заведующийĕ, столовăй тата кафе заведующийĕ пулса ĕçленĕ.

Тăрăшса ĕçленĕшĕн В.А. Ястребова Чăвашпотребсоюзăн тата Шăмăршăри райпон Хисеп грамотисемпе, "Раççейри потребительсен кооперацийĕнче нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн" тата "Чăваш АССР потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ" знаксемпе чысланă.

Виталий Алексеевич хăйĕн мăшăрĕпе – Раççей потребительсен кооперацийĕн ветеранĕпе Руфина Кузьминичнăпа (вăл та районти суту-илÿ системинче 35 çул ĕçленĕ) виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Сăмах май, хĕрĕ –Т.В. Архипова – çак кунсенче 50 çул тултарчĕ. Сумлă ватăсене тăватă мăнукпа мăнукĕсен икĕ ачи савăнăç парнелеççĕ.

Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр сире, суту-илÿ ĕçĕн ветеранĕсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика