31 марта 2012 г.
Нумаях пулмасть районти ялсенчен пĕринче пулнă май пирĕн корреспондента çакăн пек ыйту пачĕç: "Страхлакан "Росгосстрах" компани саланса кайнă, унăн пĕтĕм прави урăх компание куçнă текен сас-хура çитрĕ. Чăнласах çапла-и – уçăмлатма пулăшмашкăн ыйтатпăр. Эпир нумай çул ĕнтĕ çурта тата машинăна "Росгосстрахра" страхлатпăр, компание улăштарас килмест".
Вулакан ыйтăвне хуравлама "Росгосстрах" ОООн Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕнчен Алексей ПИРОЖКОВРАН ыйтрăмăр.
– Алексей Геннадьевич, пирĕн вулакан пĕлтернĕ информаци тĕрĕс-и?
– Çакă тĕрĕс пулнă тăк пирĕн компание страховани отраслĕн лидерĕ тесе йышăнмастчĕç пуль. Кирек хăш финанс кăларăмĕн рейтингне пăхăр – хăвăр курса ĕненетĕр. "РОСГОССТРАХ" компанин страхованипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен рынокĕнчи ят-сумне Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери професси тата общество наградисем те, никама пăхăнман тата официаллă çăл куçсен кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, кăçалхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев "РОСГОССТРАХ" компани коллективне Раççейри страховани рынокне йĕркелес тата аталантарас енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата ĕçри çитĕнÿсемшĕн тав турĕ.
Çĕр-шыв ертÿçин тавĕ – пирĕн компанин 100 пин çынлă коллективĕн, РОСГОССТРАХ компанин пĕтĕм Раççейри сотрудникĕсемпе страховани агенчĕсен тÿрĕ кăмăллă ĕçне пысăка хурса хаклани. Нумай çул ĕнтĕ РОСГОССТРАХ Раççейĕн миллион-миллион çыннин интересĕсене тĕпе хурса ĕçлет, хăйĕн клиенчĕсен финанспа çыхăннă тăнăçлăхне шанчăклă хÿтĕлет.
Раççей Президенчĕ çавăн пекех ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн РОСГОССТРАХ компани пуçлăхне Хисеп грамотипе наградăланă.
Çавăнпа та, мĕнле калас, "эпир вилни çинчен ытлашшипех ÿстерсе калаçаççĕ".
– Çавнашкал сас-хура мĕншĕн çуралать-ха; Мĕнле сăлтавпа?
– Сăлтавĕ ансат. Страховани рынокĕнчи конкуренцин цивилизациллĕ формисем чăннипе нумаях пулмасть кăна йĕркеленме пуçларĕç. Çĕнĕ рынока килнĕ е хăйсен тÿпине ÿстерес тенĕ май хăш-пĕр компани ултавлă мелсемпе усă курать: хăйсен специалисчĕсене çитĕнтерес енĕпе тар тăкмаççĕ, ытти страховщик сотрудникĕсемпе агенчĕсене илĕртсе каяççĕ, хăйсен конкуренчĕсем çинчен киревсĕр сас-хура сараççĕ, страховательсене улталаççĕ. Кунашкал тĕслĕхсенче саккуна пăсакансемпе Федерацин монополипе кĕрешекен служби тата ФСФР ĕçлеççĕ.
– Çакнашкал лару-тăрура страховательсен мĕн тумалла-ха. Компание хăйсем тĕллĕн суйласа илмешкĕн вĕсем страховани ĕçне яланах лайăх пĕлмеççĕ-çке?
– Пĕр-пĕр компани ултавлă конкуренци мелĕсемпе усă курни чи малтанах унăн хавшаклăхне кăтартнине тĕпе хумалла. Рынока хутшăнакансен хушшинче палăрас, хăйĕн ăнăçлă та хăйне евĕрлĕ ĕç мелĕсене аталантарас вырăнне компани конкурентсем пирки "компромат" шухăшласа кăларма, вĕсене клиентсен умĕнче варалама тытăнсан – ку страховательсемшĕн шухăша каймалли сăлтав пулмалла: çакнашкал компанин хăйĕн ыттисенчен лайăхрах енĕсем пурах-ши. Страховательсене çак лару-тăрура тимлĕрех пулма, страхлакан компанине суйласа илнĕ чух тĕплĕ шухăшлама сĕнĕттĕм. Кирек мĕнле пулсан та пĕр компани представителĕ çак территорирех ĕçлекен тепĕр компани çинчен пĕлтерекен тĕрлĕ информацие ним иккĕленмесĕр шанма юрамасть. Енчен те страхлакан агент сирĕн киле пынă май сире хăвăр пĕлмен страховани компание куçма сĕнет, ÿкĕте кĕртмешкĕн çак рынокрах ĕçлекен тепĕр компани пирки "юмах юптарать" тĕк – ку сирĕншĕн пирвайхи шăнкăрав пулмалла: "Асăрхан! Кунта ĕç-пуç шанчăклах мар!" Кашни хăйĕншĕн явап тыттăр: хăйĕн компанийĕн чăн кăтартăвĕсемпе – пухнă укçа, тÿлев виçисемпе, страховани резервĕсен калăпăшĕпе – паллаштартăр. Хăйĕн сăмахне чăн ĕçпе тата тĕслĕхсемпе çирĕплеттĕр.
– Анчах урăхларах та пулать: çын килĕшÿ тунă агент урăх компание ĕçлеме куçать те хăйĕнпе çĕнĕ килĕшÿ тума сĕнет...
– Çапла, кун пекки пулкалать. Çын урăх компание ĕçлеме куçни – йĕркеллĕ, рынокпа килĕшсе тăрать. Анчах агент хыççăн урăх компание куçмашкăн сĕнÿ илнĕ страховательсен чи малтанах ансат кăна пĕр япалана асра тытмалла: эсир агентпа мар, страхлакан компанипе килĕшÿ тăватăр. Çав килĕшÿ тăрăх агент мар, компани яваплă. Çак компани пулас тÿлевсем валли страховани резервĕсене йĕркелет, страховательсен умĕнче явап тытать. Сире агент хăй кĕсйинчен тÿлемест. Агент темле лайăх çын пулсан та страховани тĕслĕхĕпе укçа тÿлессине вăл витĕм кÿреймест, мĕншĕн тесен укçа тÿлессипе çыхăннă йышăнăва вăл тумасть.
– Апла тăк пирĕн вулакан ахалех пăшăрханать-и?
– Сирĕн вулакан та, пирĕн мĕн пур ытти страховательсем те ан пăшăрханччăр – РОСГОССТРАХ граждансене страхласа хÿтĕлес енĕпе унчченхи пекех ĕçлет, çак рынокран ниçта та кайма хатĕрленмест. Ытларах та калам: эпир страховательсене кÿрекен пулăшу ĕçĕсене малалла анлăлатасшăн, клиентсен ыйтăвĕсене татса парассин пахалăхне çĕклесшĕн – бизнес аталанăвне çапла майпа йĕркелесе пыни кăна тĕрĕс тесе шухăшлатпăр.
Енчен те тÿрĕ кăмăллăха хирĕçлекен конкуренци палăрăмĕсене асăрхарăр е сирĕн страховани тĕлĕшпе ыйтусем çуралчĕç тĕк РОСГОССТРАХĂН Шăмăршă район центрĕнчи Страхлакан пайне пыма е 2-32-30 телефонпа шăнкăравлама пултаратăр – мĕн пур ыйтăвăра туллин хуравлăпăр.