Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахчари кăвайтсем тата... ирĕкри качакасем

04 апреля 2012 г.

ТУНТИ КУН район администрацийĕнче иртнĕ канашлура тавралăха тирпей-илем кÿмелли тапхăр пуçланни тĕп вырăнта пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев вырăнсенче тирпейлĕхшĕн тăрăшманнипе кăмăлсăр пулнине пытармарĕ.

Кил-çуртри, пахчари тасамарлăхпа çÿп-çапа кăвайт чĕртсе çунтарма юраманни çинчен хаçатра темиçе хут та çырнă пулин те, ялсенче çав-çавах тĕтĕм йăсăрланнине асăрхама пулать. Уйрăмах пластик савăт-сапана çунтарни çынсен сывлăхĕшĕн хăрушă. Пахчари кăвайтсем пушар тухас хăрушлăх та кăларса тăратаççĕ.

Çанталăк ăшăтсанах Шăмăршă урамĕсенче ушкăнĕ-ушкăнĕпе качака çÿрени те – çуллен тĕл пулакан япăх тĕслĕх. Çак выльăх сиен кÿнипех лартнă хунавсем чĕрĕлеймеççĕ, унччен аванах ÿснисем те хăраççĕ. Кăçал ун пек ан пултăр тесен ял поселенийĕнче ĕçлекенсен паян-ыранах качака усракан çынсемпе тĕл пулса калаçмалла тата асăрхаттармалла, Шăмăршăра качакасене кĕтÿре кĕтессине йĕркелемелле.

Юр кайсанах пур çĕрте те тавралăха тирпей-илем кĕртмелли субботниксем ирттермелле, вĕсене кашни çын хутшăнтăр тесе тăрăшмалла.

"Район центрĕнче, ялсенче тирпейлĕ пулни – пирĕн чыс, – палăртрĕ В.П. Фадеев. – Ку ĕçре аяккинчен пăхса тăракансем, япăххишĕн савăнса пурăнакансем пулмалла мар. Ял вăл – пирĕн кил, пирĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывăмăр. Атьăр-ха хамăр районăн чăн-чăн патриочĕсем пулар, тирпей-илемшĕн ватти те, вĕтти те тăрăшар".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика