04 апреля 2012 г.
ГИДРОМЕТЕРОЛОГИ специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх – çуркунне 7-10 кун юлса килет.
Апла пулин те ку лăпланмалли сăлтав мар. Хресченĕн ыйхи кĕскелчĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтпа унăн туллинрех усă курмалла, çур акине тĕплĕнрех хатĕрленмелле.
Хĕрÿ тапхăра тĕллевлĕн ирттерме республикăри ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене 1,5 млрд тенкĕ кирлĕ. Çурри пур ĕнтĕ – 750 млн тенкĕлĕх кредит илнĕ (пĕлтĕрхинчен 2 проц. ытларах).
Тăпрана 20 пин тонна минерал удобренийĕ хывмалла, хальлĕхе 9 пин ытла тонна хатĕрленĕ (пĕлтĕрхинчен 500 тонна нумайрах). Ку енĕпе Шăмăршă тата Çĕмĕрле районĕсем юлса пыраççĕ – плана 8,2 тата 9 проц. çеç тултарнă.
Кăçал республикăра ял хуçалăх культурисем 581 пин га – 2001 çулхинчен 3,75 пин га ытларах – йышăнĕç. Кĕр тыррисене 81,6 пин га акнă (2010 çулхинчен 35,9 пин га сахалрах).
319,4 пин га çинче (2011 çулхин 107,4 проц.) çур аки ирттермелле. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 195,9 пин га (2011 çулхинчен 14,6 пин га ытларах) акмалла. Куккуруспа рапс лаптăкĕсем те хушăнĕç: 8,2 пин га (103,4 проц.) тата 1,6 пин га (108,3 проц.).
Çур аки ирттерме 8200 тонна дизтопливо, 1800 тонна бензин кирлĕ. Мартăн 29-мĕшĕ тĕлне топливо 34,5 проц. хатĕрленĕ. Кăçал Чăваш Енри хресченсене унпа "Лукойл" тата "Сургут-нефтегаз" обществăсем тивĕçтереççĕ.
Йÿнетнĕ хакпа уйăракан дизтопливăна пĕр-пĕр район апрель (е май) уйăхĕн 20-мĕшĕччен илсе тухмасан ЧР Ял хуçалăх министерствин ăна ыттисен хушшинче валеçме ирĕк пур. Мĕншĕн тесен дизтопливăна çав уйăхшăн АУОсенче хăварма юрамасть. Унсăрăн лимита чакараççĕ.