Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Отчета – электрон мелĕпе

04 апреля 2012 г.

КОМПЬЮТЕР технологийĕн, телекоммуникаци инфраструктурин, Интернет аталанăвĕн тапхăрĕнче отчетсене электрон мелĕпе йышăнаççĕ.

Патшалăх статистикин территори органĕ – Чăвашстат 2009 çултан тытăнса отчетсене çыхăну операторĕсем урлă йышăнассине çирĕплетнĕ. 2010 çултан тытăнса Веб-сбор системи ĕçе кĕнĕ. Статистика отчетне электрон мелĕпе пуçтарни вăхăта нумай перекетлеме май парать. Унсăр пуçне, пулнă улшăнусене вăхăтра тата хăвăрт çĕнетме, отчет тĕрĕс е йăнăш пулнине электронлă квитанци урлă асăрхаса тăма пулать. Тепĕр лайăх ен – электронлă цифра мелĕпе алă пуснă чухне бланк формипе хут копийĕ кирлĕ пулманни.

Асăннă пулăшусемпе усă курас кăмăллă респондентсен Интернет çыхăнăвне йĕркелемелле, отчетсене электрон мелĕпе парасси çинчен специализациленнĕ çыхăну операторĕпе килĕшÿ çирĕплетмелле. Статистика отчечĕсене электрон мелĕпе пуçтарассинче Чăвашстатпа çыхăнса ĕçлекен специализациленнĕ çыхăну операторĕсене тата ытти хушма кирлĕ информацие пирĕн сайтра shuvash.gks.ru адреспа тупма пулать. Тĕплĕнрех (8352) 54-52-53, 8-9170-77-86-00 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме те юрать. Чăвашстат усă куракан çĕнĕ технологисем республикăри пур отрасльте ĕçлекен ертÿçĕсемшĕн те усăллă пуласса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика