04 апреля 2012 г.
ВЫЛЬĂХ-ЧĔРЛĔХ йышлă усракан мĕн ĕлĕкрен ялта сумлă çын шутланнă. Выльăх усрасах çынсем çурт-йĕр, хуралтăсем çавăрнă, ачисене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Колхозсем йĕркеленсен çынсем килте лаша усрама пăрахнă. Çакă, ахăртнех, пысăк налук хунипе те çыхăннă. Хресчен шанăçĕ вара ĕнепе сурăхсем çине куçнă. Пирĕн тăрăхра та сăвăнакан ĕнене лаша вырăнне кÿлме тытăннă: вăрмантан вут-шанкă, уй-хирпе çарантан, улăхран утă-улăм турттарнă, Тутар республикинчи вун пилĕк çухрăмри Упи пасарне ăна-кăна сутма та ĕнепех çула тухнă. Ĕне пăрулани те – хушма тупăш: пăрăва сутма е çитĕнтерсе ĕне тума май пулнă. Сĕт-çу сутса та пайта курма пулать, сĕтпе сысна çурисем те лайăх ÿсеççĕ.
Сĕтрен темĕн тĕрлĕ юр-вар хатĕрлеме пулать: тăпăрчă, чăкăт, хăйма, услам çу, сар çу... Юлашки çулсенче лавккасенче йогурт нумай сутаççĕ. Çакнашкал апата вара анатри чăвашсем ĕлĕкех хатĕрленĕ. Турăх вăл! Ăна тума йывăр та мар: хальтерех сунă сĕте лайăх вĕретмелле, 60-65 градус вĕрире кĕвелĕк ямалла та савăта ал шăллипе лайăх чĕркесе лартмалла. Çур кунтан турăх пулчĕ те. Кайран турăх янă куркана тĕрлĕ çырла е варени хуш – йогурт хатĕр.
Тури чăвашсем йÿçĕхсе кĕвĕлнĕ сĕте турăх теççĕ. Çук, йăнăшаççĕ вĕсем: турăха вĕретсе çеç тăваççĕ!
Сар çăва илер-ха. Вырăссем ăна "топленое масло" теççĕ. Тĕрĕссипе, кашни халăхăн – хăйне майлă ят. Сар çу – питĕ тутлă та техĕмлĕ апат.
Пирĕн тăрăхра çынсене йĕкĕлтесе-кулса хушма ят парасси ĕлĕкренпех пырать. Пирĕн кукаçее те ялта Сар çу тенĕ. Мĕншĕн; Шел, хăй вăхăтĕнче çакăн çинчен темшĕн ыйтса пĕлмен. Е каласа панине маннă-ши;
Сар çу Микулайĕпе (кукаçей) Марье (кукамай) виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Икĕ хĕрĕ Васанах качча тухнă, кĕçĕн хĕрĕ – Санюк – Пуянкассине. Халĕ хамăр ялта Сар çу тесен пĕлмеççĕ те. Вĕсен тымарĕсем – Пуянкассинче тата Кахăрлă Шăхалĕнче. Вĕсен ачисемпе мăнукĕсем çумне те çак ят çыпăçнă.
– Сар çу тени начар мар, – теме юрататчĕ кукаçей. – Çак çăва çийиччен пайтах тар юхтарма тивет. Пăруран ĕне туса ÿстермелле, пăрулаттармалла, карта-вите таврашне тумалла. Ĕнене сума тытăнсан сĕт çинчи хăймана пухмалла, кĕвĕлтерсе уçласа çу ÿкермелле. Услам çăва шăратсан тин сар çу пулать. Вăл вăрах упрантăр тесе ун çине тăвар хушаççĕ.
Пĕтĕмпех килĕшетĕп кукаçей каласа хăварнипе.
Шел, юлашки вăхăтра ялсенче ĕнесен шучĕ чакса пыни палăрать. Тĕрлĕ йывăрлăхсенчен килет çакă. Çу каçипе черетпе виçĕ-тăватă хут кĕтÿ кĕтмелле. Хăшĕсен, хăйсем каяйманран, укçа парса кĕтÿç тытма тивет. Вăхăт çитсен ĕнене чуптармалла та, тĕрлĕ чир-чĕртен профилактика тутармалла. Выльăх апачĕ те пайтах кирлĕ. Сĕчĕн хакĕ вара ытла йÿнĕ. Çавăнпа та çамрăк çемьесем ĕне усрасшăнах мар. Ку – урăх тема.