Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрисем пуяççĕ, теприсем виллеççĕ

04 апреля 2012 г.

НАРКОТИК тĕнче шайĕнчи хăрушлăх пулса тăни кашнинех сехĕрлентерме тивĕç.

Наркомание пула Раççейре пĕлтĕр 100 пин çын пурнăçран уйрăлни паллă. Хăрушă та тискер вăрçă пырать тейĕнех.

Иртнĕ çул республикăра 1183 çынна "наркомани" диагнозпа шута илнĕ. Наркотиксемпе усă куракансене шута илнисен йышĕнче – 1697 çын. Наркоманипе çыхăннă преступленисен шучĕ виçĕм çулхинчен кăштах (1,3 процент) чакнă. Çапах та çак наркăмăша хатĕрлессипе, упрассипе, сутассипе çыхăннă 18 пине яхăн преступлени тупса палăртнă. Асăннă цифрăсем пирĕн республикăшăн пĕрре те сахал мар. Çакăн евĕр преступленисем Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Улатăрта палăрмаллах ÿснĕ.

Саккуна камсем пăсаççĕ-ха; Преступлени çулĕ çине тăнă 473 çынран 55-шĕ – хĕрарăмсем, 253 çын маларах та судпа айăпланнă. Вĕсенчен 61-шĕ малтан та наркотикпе çыхăннă преступленисемшĕн суд умне тăнă. Преступлени çулĕ çине тăракансен ытларах пайĕ вăй питти çамрăксем пулни паллă. Тытса чарнисенчен 106-шĕ – 18-24, 129-шĕ – 25-29, 210-шĕ 30-49 çулсенче.

2011 çулта саккунсăр çаврăнăшран 41 килограма яхăн наркотик туртса илнĕ. Çав шутран 36 грамм героин, 17 килограм мăкăнь, 2 килограмм ытла çĕнĕ йышши синтетика хатĕрĕсем.

Çын вăйсăрлăхĕпе усă куракансен, теприн сывлăхĕ тата пурнăçĕ çинче пуякансен шучĕ ÿссех пырать. Хăрушă серепене пирĕн çывăх çынсем лекмĕç тесе никам та шантарса калаймĕ. Çавăнпа та çак сиенлĕ йăлапа кĕрешесси йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемсĕр пуçне пĕтĕм обществăн тĕп тивĕçĕ пулнине ăнланмалла халăхăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика